Архив - Мар 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

март 31st

Нумаях пулмасть Германире ăста скульпторсен симпозиумĕ иртнĕ. Фестивале тĕрлĕ халăх маçтăрĕсем хутшăннă. Раççей чысне Шупашкарта пурăнакан Евгений Акимовпа унăн вĕренекенĕ Артем Смирнов хÿтĕленĕ. Ăстаçăсем конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. Ăна ака уйăхĕнче Германирех йĕркелĕç.

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче тăван халăх юрри-кĕввине кăмăллакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен 17-мĕш фестиваль конкурсĕ иртрĕ. Ку хутĕнче çамрăк юрăçсен ăмăртăвĕпе гала-концерта пĕр кунрах йĕркелерĕç.

Çи-пуç та килĕшÿллĕ пултăр

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хÿтĕлемелли наци стратегине пурнăçа кĕртес енĕпе йĕркеленĕ Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

«Петĕр патша валли карап тумалли йывăç хатĕрлекен патвар чăвашсене лашман тенĕ. Эпĕ çавсем пек пулма шухăшлаттăм. Тăван халăх валли ырă нумай ĕç тăвас килетчĕ», — тенĕ Степан ЛАШМАН çыравçă хăйĕн асаилĕвĕнче.

Иртнĕ шăматкун Элĕк районĕнчи Анат Татмăшри Семеновсен килĕнче иртенпех çын кĕшĕлтетрĕ: хĕрарăмсем вĕтĕ кукăль çупрĕç, тутлă апат-çимĕç янтăларĕç... Лаç мăрйинчен йăсăрланакан тĕтĕм, сысна шÿрпи шăрши кÿршĕ-аршă сăмсине кăтăкларĕç.

Кăçал Чăваш Енре — Ĕç çыннин çулталăкĕ. Тĕрлĕ яла тухса çÿренĕ май чи малтан çĕр ĕçĕпе тăрăшакан, фермер хуçалăхне йĕркеленĕ çамрăксемпе кăсăкланатпăр. Шел те, хăш-пĕр ялта вĕсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Тăван тăрăхра ĕçлесе пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çулран-çул чакать. Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакан Евгений Романов фермер ĕçне пуçăнас тĕллевпе çĕршывăн тĕп хулинчен каялла тăван тăрăха таврăннă. Патшалăх пулăшăвне тивĕçейменрен вăл халĕ те ĕмĕчĕсене туллин пурнăçа кĕртеймест. 28 çулти çамрăка пысăк хуçалăха хăйĕн вăйĕпе йĕркелеме йывăр.

Чи авалхи профессисенчен пĕри проституци пулнине чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Анчах вăл саккуна хирĕçленине манар мар. Хĕр-хĕрарăм хăйĕн кĕлеткине укçалла сутни паянхи куншăн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Арсем те çак «тытăмра» «тар тăкасси» йăлана кĕрсе пырать-ши?

Сывлăхшăн лайăх

Çут тĕнче хĕл ыйхинчен кĕçех вăранать. Сывлăш температури выляса тăрать: паян ăшă, ыран сивĕ. Çут çанталăк ылмашăнăвĕ пирĕн сывлăха витĕм кÿрет. Ывăнни, ыйхă пусни, япăх кăмăл-туйăм — çаксем те çуркунне çитнине систереççĕ. Шăнса пăсăлнипе пуç ыратнине тĕрлĕ мелпе усă курса ирттеретпĕр-ха, депрессие парăнтарма вара йывăртарах. Психика чирĕсем мĕншĕн уйрăмах çуркунне çивĕчленеççĕ? Çак тата ытти ыйту тавра Республикăри психиатри больницин тĕп тухтăрĕпе Елена Калининăпа калаçрăмăр.

март 24th

Страницы