Турăран чĕркуçленсе ыйтнă ĕмĕт
Шупашкарта пурăнакан Владимирпа Клара Антоновсемпе пĕлтĕрех паллашнăччĕ. Ăнсăртран пулчĕ ку. ЧР Наци библиотеки умĕнче ашшĕ-амăшĕпе уçăлса çÿрекен вун-вун шăпăрлан хушшинче пĕри: «Эпĕ сана юрататăп, эпĕ сана юрататăп», — тесе чăвашла юрлани хăлхана кĕчĕ. Сап-сарă çÿçлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр пĕрчин шăнкăр-шăнкăр сасси, çÿл тÿпери хĕвел пек йăл-йăл кулли пăрланнă е хуйхăпа тулнă чĕрене те ăшăтса сиплейĕ. Маттурскерпе тата унăн ашшĕ-амăшĕпе калаçмасăр иртеймерĕм. Çак çемьепе çыхăнăва татмарăм, çамрăк мăшăрăн çăмăл мар шăпи çинчен ыйтса пĕлтĕм. Паян «ÇХ» тусĕсене те вĕсемпе паллаштарас килет.
Тупăкри шăллĕне тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме шантарнă
Лайăх çемьерисемех «хура» ĕç тăваççĕ
«Ача пĕчĕк чухне — пĕчĕк хуйхă, ÿссен — пысăк хуйхă», — тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ пурнăçăн анлă çулĕ çине тăриччен яваплă. Ача çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсан çывăх çыннисен пичĕ нихăçан та хĕрелмест. Çамрăк кукăр çулпа кайсан аслисен çÿçĕ самаях шуралать. Республикăра çул çитмен ачасем тунă преступленисен шучĕ ÿснĕ. Тепĕр чухне: «Хура» ĕçе шутра тăракан çемьере çитĕнекенсем ытларах тăваççĕ», — тетпĕр. Статистика савăнтармасть: пĕлтĕр преступлени çулĕ çине тăнă çул çитмен ачасен 60 проценчĕ — лайăх çемьерен.
«Пĕччен ытла та кичем»
Етĕрне районĕнчи Йÿçпан ялĕнче пурăнакан 41 çулти хусах редакцие шăнкăравларĕ. Пирĕн кăларăма вăл чылай çул çырăнса илет. Хаçат урлă хăйĕн валли савни тупасшăн. Ĕçрен ÿркенменскер, килти хуçалăха хăй тĕллĕнех тытса пурăнаканскер патне çитсе килме май тупрăмăр.
Арăмне, ывăлĕпе хĕрне пĕр кунра çухатнă
Çав кун усал çапла шухăшлаттарнă-ши? Пĕр кунхине, çемьене пысăк инкек алăкран шаккиччен çулталăк маларах, Анатолий Самарин пÿртре телевизор пăхса ларнă. «Ара, ку алăк питĕ ансăр-çке, унтан тупăк та тухаймасть вĕт», — пÿлĕм еннелле тинкерсе шухăшланă вăл. Усал çак шухăшсем пуçне мĕншĕн сырăннине ăнланман вăл. Тепрехинче япăх тĕлĕк тĕлленнĕ: пÿртри краватьсем пушă пек… Вĕсен тăрăхĕнчи, Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнчи, çынсем ĕненнĕ тăрăх, ку — вилене. Анчах ун чухне Анатолий Иванович çемьене хуйхă килессе шухăшлама та пултарайман. Ÿкессине пĕлсе тÿшек сарма çук-çке. Çаксем мĕне систернине кайран тин, 2013 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ăнланнă вăл.
«Эсĕ манран тараймăн»
Тĕне уйăрмасăр чăмăртанмалла
Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Наци тата тĕн шайĕнче халăхăн пĕр пĕрлĕхне, экстремизмпа кĕрешмелли çул-йĕре йĕркелесси çинчен» ятпа «çавра сĕтел» пулчĕ. Ăна Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Общество канашĕн членĕсем Олег Широковпа Хайдяр Сафиуллин йĕркелерĕç.
Елена ТРОФИМОВА.