Тăванла вилтăпри çинче Асăну комплексĕ çĕклесшĕн

17 Пуш, 2016

1961 çулхи чÿкĕн 5-мĕшĕ Сĕн-тĕрвăрри районĕнчи Хуракассисемшĕн ĕмĕрлĕхех хура кунпа палăрса юлнă — ялти шкулта алхаснă пушарта 106 ачапа 4 вĕрентекен çунса кайнă. Ку инкек пирки эпир пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухнă номерте тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. «Вăхăт тÿрлетми суран, е 54 çул каялла пушарта çуннисем хÿтлĕх тупайманни çинчен» статья кун çути курни ял çыннисене Илменкасси масарĕнчи тăванла вилтăпри çинче Асăну комплексĕ уçма хавхалантарнă.

Иртнĕ тунтикун редакцие Хуракассинчи Аркадий Гавриловпа Полина Иванова çитрĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.