Атăлçи тăрăхĕн чиперукĕ

17 Пуш, 2016

Интернетра тĕрлĕ конкурс иртет. Соцсетьсенче регистрациленнĕ çамрăксем вĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Пирĕн ентеш, Патăрьел пики Валентина Горбунова, Пĕтĕм Раççейри «Оn-line Илем” конкурсра мала тухнă.

“Контакра” соцсетьре иртнĕ ăмăртăва федерацин Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан 300-е яхăн пике хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен йышĕнче çемье çавăрнисем, качча кайманнисем, амăшĕн ятне илтнисем, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем, сусăрсем... пулнă. Ку — хăйне евĕр тупăшу. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — хĕрарăм кирек мĕнле лару-тăрура та илемлĕ, черчен пулнине кăтартасси. Жюри членĕсем — профессионал фотографсем, стилистсем — малтанах финала тухма тивĕçлисене суйланă. Валя çак конкурс çинчен Интернетра ăнсăртран вуласа пĕлнĕ. Çĕнтересси пирки ĕмĕтленмен вăл, çапах хутшăнма кăмăл тунă. Кăшт вăхăт иртсен пике конкурс йĕркелÿçисенчен çыру илнĕ, унта Валя Чăваш Республикинчи ытти хĕре хыçа хăварнине пĕлтернĕ. Тепĕр çырура вара пике “Федерацин Атăлçи тăрăхĕн чиперукĕ” ята тивĕçнине хыпарланă. Валя жюри членĕсене çутçанталăк панă илемĕпе, хăйне евĕр сăнÿкерчĕксемпе тыткăнланă. Нумаях пулмасть вăл конкурс йĕркелÿçисенчен парне илнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери куравсене хутшăнакан вырăс ÿнерçин Анна Ивановăн картинине ярса панă. Унăн хакĕ — 100 евро.

Валя “Хамăра ĕненмелле, вара веçех пурнăçланĕ” девизпа пурăнать. Ку сăмахсем ăна хăй пултаруллă та маттур чиперук пулнине тепĕр хут çирĕплетмешкĕн пулăшнă.

Ирина КОШКИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.