Çамрăксем тислĕк шăршинчен йĕрĕнмеççĕ

17 Пуш, 2016

2013 çул вĕçĕнче Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăх Атнашра 200 пуç усрамалăх ĕне ферми хута янă. Унта çамрăксем йышлăн ĕçлени çинчен пĕлсен эпир те кĕрсе куртăмăр.

Пăрчăкан

Хальхи вăхăтра шкултан вĕренсе тухнă хыççăн фермăна кайса пуçа чикекен, çинçе пилĕке йывăр ĕçпе авакан пикесем çукпа пĕрех. Надежда Алексеева 18 çулта Атнаш ялĕн йĕкĕтне качча килсенех дояркăна вырнаçнă. «Ĕçлесе пăхам-ха», — тенĕ те кайран хăнăхнă. Çапла 9 çул хыçа юлнă. Çак хушăра 3 ача çуратма ĕлкĕрнĕ 27-ри хĕрарăм. Малтанхи кунсенче ферма ĕçĕнче ăна Людмила Евграфова /халĕ вăл тивĕçлĕ канура/ чылай пулăшнă, вăлах аппарат лартма вĕрентнĕ. Тĕрĕссипе, Надежда сутуçа вĕренсе тухнă, анчах ку ĕçе вăл кăмăлламан. «Пĕр вырăнта тăраймастăп эпĕ, вĕçĕмех чупкалама хăнăхнă», — пытармарĕ пăрчăкан пек вăр-варскер.

Хуп турттарма юратакан çын дояркăра вăй хураймĕ — пилĕк сехет валли ирхи сăвăма çитмелле. Надежда тăватă сехетрех ура çине тăма хăнăхнă. Вăл ĕçе тухса кайиччен тутлă ыйха путнă тĕпренчĕкĕсем çине ăшшăн пăхса илет. Вĕсем валли апат каçкÿлĕмех пĕçерет, çипуçне хатĕрлесе хурать... Ачасем хăйтĕллĕнлĕхе хăнăхнă ĕнтĕ, хăйсемех тумланса, апат çисе шкула тухса каяççĕ, çула май кĕçĕннине садике леçсе хăвараççĕ. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.