Техника уншăн юлташ пекех

«Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă», — тени халăхра анлă сарăлнă. Çапах ытларах чухне çамрăксем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнма çунмаççĕ. Чылайăшне ялта ĕç çукки хăратать. Шалу пĕчĕк пулни те шиклентерет. Çакă — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ялта тĕпленменнин сăлтавĕсенчен пĕри. Чăннипе, алă ĕç патне пырсан кирек ăçта вырнаçсан та кĕсьене хулăнлатма пулать. Пĕррехинче пĕр çамрăк: «Яла килсен те тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн пĕччен нимĕн те тăваймăп», — тенĕччĕ. Çапах яла таврăнса ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма май пур. Акă аякри хуласенче ĕçлесе пурăннă Павел Арманов та тăван тăрăхшăн усăллă çын пулассишĕн яла, Вăрмар районĕнчи Кинчере, килнĕ. Халĕ çĕр ĕçĕпе тăрмашать вăл. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.