Архив - Мар 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

март 3rd

3 Мар, 2016

Дмитрий Медведев Чăваш Енри социаллă лару-тăрупа кăсăкланнă

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Правительство çуртĕнче вăл ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçрĕ. Шупашкарта ĕçлев ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерме пухăннă май малтан çавăн пирки сăмах пынă. Дмитрий Медведев тĕп хулари электромеханика колледжĕнчи çынсене çĕнĕ профессисем паракан центр ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри социаллă лару-тăрупа паллаштарнă.

3 Мар, 2016

Тĕшмĕше ĕненменнисене нарăсăн 29-мĕшĕ хăратмасть

Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕ - календарьте тăватă çулта пĕрре тĕл пулакан кун. Чылайăшĕ йĕкĕр çултан хăрать, çавăнпах ун чухне пĕрлешме те, ача çуратма та шикленет. Хĕлĕн юлашки кунĕнче çуралнисене пурнăçра ăнмасть имĕш, çавăнпа пепкисене пĕр кун маларах е пушăн 1-мĕшĕнче çуралнă тесе çыртараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, пачах тепĕр май, унашкаллисене пурнăçра ăнать. Ара 1461 çынран пĕри çеç нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче çутă тĕнчене килеет-çке. Çак кун хăйсен уявне паллă тăвакан йышлă мар - 4 миллион ытла çын. Ĕлĕк нарăс уйăхĕн юлашки кунĕнче усал вăйсем «ухутана» тухнă тесе шухăшланă.

3 Мар, 2016

Сăр шывĕн хăватне ăша илсе ÿснĕ те...

Çыннăн шăпи вăл хăйĕн кун-çулне кампа çыхăнтарнинчен нумай килет. Çапла, икĕ чĕрене пĕр тĕвве çыхаканĕ - юрату. Анчах çемьере пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт çук пулсан ăна вăйлă, çепĕç туйăм та çăлса хăвараймасть.

3 Мар, 2016

Пÿкле вилĕм çемьене пысăк хуйхă кÿнĕ

Пĕлтĕр утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче Ивановсен çемйине тÿсме çук пысăк хуйхă йăтăнса аннă - опекăна илнĕ Максим хăйĕн çине алă хунă. 15-ри ача пурнăçран уйрăласси пирки никампа та калаçман, алла мăйкăч тытиччен вăл нимĕн те çырса хăварман.

3 Мар, 2016

XIX ĕмĕрти баракра пурăнакансем патшалăх хисеплессе кĕтеççĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесе редакци ĕçченĕсемпе пĕрле пĕрре мар çитнĕ. Ял çывăхĕнчен иртекен пуйăс сассине те илтнĕ, анчах чукун çул çумĕнчи кивĕ баракра çынсем пурăнни пирки шухăшлама та пултарайман.

Страницы