Комментировать

3 Мар, 2016

XIX ĕмĕрти баракра пурăнакансем патшалăх хисеплессе кĕтеççĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесе редакци ĕçченĕсемпе пĕрле пĕрре мар çитнĕ. Ял çывăхĕнчен иртекен пуйăс сассине те илтнĕ, анчах чукун çул çумĕнчи кивĕ баракра çынсем пурăнни пирки шухăшлама та пултарайман. Хăй вăхăтĕнче ку çуртсене Тĕрлемес чукун çул фтĕрĕссипе, тĕксе антарса çĕрпе танлаштарма вăхăт çитнĕ. Анчах, вĕсенчен пĕринче паянхи кун та кăмака хутса пурăнаççĕ.

Станци урамĕнчи баракра малтан пилĕк çемье кун кунланă. Çулсем иртнĕçемĕн çурт кивелсе, юхăнса çитнĕрен унтан-кунтан ишĕлме тытăннă. Çавăнпах чылайăшĕн унтан тухса кайма тивнĕ. Халĕ çуртра Мифтаховсен çемйи çеç тăрса юлнă. Виçĕ ача çитĕнтерекен мăшăрпа килĕнче тĕл пултăмăр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.