- Чăвашла верси
- Русская версия
Çут çанталăкпа пĕрле психика чирĕсем вăранаççĕ
Çут тĕнче хĕл ыйхинчен кĕçех вăранать. Сывлăш температури выляса тăрать: паян ăшă, ыран сивĕ. Çут çанталăк ылмашăнăвĕ пирĕн сывлăха витĕм кÿрет. Ывăнни, ыйхă пусни, япăх кăмăл-туйăм — çаксем те çуркунне çитнине систереççĕ. Шăнса пăсăлнипе пуç ыратнине тĕрлĕ мелпе усă курса ирттеретпĕр-ха, депрессие парăнтарма вара йывăртарах. Психика чирĕсем мĕншĕн уйрăмах çуркунне çивĕчленеççĕ? Çак тата ытти ыйту тавра Республикăри психиатри больницин тĕп тухтăрĕпе Елена Калининăпа калаçрăмăр.
— Елена Валерьевна, хĕл иртсен психика чирĕсем вăйлăрах палăрма тытăнни тĕрĕсех-и?
— Чăнах та, хăш-пĕр чир-чĕр вăй илет. Анчах çак вăхăтра психика кăна мар, пĕтĕмĕшле организм та шар курать, ытти амак та хăвăртрах аталанать. Çын сывлăхне чылай япала витĕм кÿрет, вăл шутра — çут çанталăк улшăнни, витаминсем çитменни, лайăх канманни, стресс...
Хăш-пĕр чир тапхăрăн-тапхăрăн иртет. Пуç миминче пулса иртекен биохими процесĕсем çулталăк вăхăчĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Хĕвел психикăна мĕнле витĕм кÿнине тахçанах тĕпченĕ. Çынсенчен чылайăшĕн кăнтăрла тимлĕх ÿсет, лайăхрах астуса юлаççĕ сăмахран. Серотонин шайне кура кăмăл улшăнать. Экватортан мĕн чухлĕ аяккарах пурăнатпăр, çулталăк вăхăтне кура депрессие çавăн чухлĕ ытларах парăнатпăр тесе çирĕплетме пулать. Çын тыткаларăшĕ те улшăнать: çуркуннепе кĕркунне ытларах тарăхать, усалланать. Малалла вулас...
Комментари хушас