«Эсĕ манран тараймăн»

24 Пуш, 2016

Ăслăлăх çирĕплетнĕ тăрăх, çынра темиçе халăх юнĕ чупсан вăл ыттисенчен сăнпа та, кĕлеткипе те, ăсĕпе те уйрăлса тăрать. Вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен чи лайăх та паха енĕсене илеççĕ имĕш. Мĕнех, кун пирки ăсчахсем тавлашчăр. Манăн тĕп тĕллев — «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче пултаруллă çыннăн чунне уçасси, унăн кун-çулĕпе çывăхрах паллаштарасси, хальччен никам пĕлменнине калаттарасси. Ку хутĕнче белорус арçыннипе чăваш хĕрарăмĕн çемйинче çуралнă илемлĕ саслă, яштака пÿ-силлĕ, тÿпе пек таса, вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс евĕр кăвак куçлă чăваш эстрада артистне, «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль çĕнтерÿçине Денис ПУГАЧА хамăн кухньăна чĕнтĕм.

— Денис, санăн яту тĕрĕкле «Тинĕс» тенине пĕлтерет. Кăвак тĕслĕ куçунта ачашлăх, ырăлăх, çепĕçлĕх пĕр тĕвве çыхăннă. Сана сцена çинче чечек çыххи тыттарнă май чиперккесем те унăн авăрĕнче путаççех. Хушамату вара пĕрре те тĕрĕксенни пек мар. Мĕне пĕлтерет-ши вăл?

— Хушаматăн пĕлтерĕшне пĕлес тесе пĕррехинче Интернета кĕтĕм. Ăна словарьсенче тĕрлĕрен ăнлантарнă. Пĕринче «Пугач» сăмаха «хăлхаллă ÿхĕ» тесе палăртнă, тепринче — «пахчари катемпи», виççĕмĕшĕнче — «пăшал».

— Вырăссен «Пугачев» хушамат пур. Санăн хушаматун тымарĕ ăçтан-ши? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.