- Чăвашла верси
- Русская версия
Арăмне, ывăлĕпе хĕрне пĕр кунра çухатнă
Çав кун усал çапла шухăшлаттарнă-ши? Пĕр кунхине, çемьене пысăк инкек алăкран шаккиччен çулталăк маларах, Анатолий Самарин пÿртре телевизор пăхса ларнă. «Ара, ку алăк питĕ ансăр-çке, унтан тупăк та тухаймасть вĕт», — пÿлĕм еннелле тинкерсе шухăшланă вăл. Усал çак шухăшсем пуçне мĕншĕн сырăннине ăнланман вăл. Тепрехинче япăх тĕлĕк тĕлленнĕ: пÿртри краватьсем пушă пек… Вĕсен тăрăхĕнчи, Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнчи, çынсем ĕненнĕ тăрăх, ку — вилене. Анчах ун чухне Анатолий Иванович çемьене хуйхă килессе шухăшлама та пултарайман. Ÿкессине пĕлсе тÿшек сарма çук-çке. Çаксем мĕне систернине кайран тин, 2013 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ăнланнă вăл.
Çапла пÿрнĕ-ши?
Унтанпа кĕçех икĕ çул çитет. «Вăхăт сурана сиплет», — теççĕ, анчах мăшăрне, икĕ ачине пĕр кунра сивĕ тăпрапа хупласан çын чĕри епле чăттăр? Суранĕ ĕмĕрлĕхех юлать, леш тĕнчене куçнă çывăх тăвансемсĕр пурăнма хăнăхатпăр çеç. Анатолий Иванович мăшăрĕ Люся, хĕрĕ Вера тата ывăлĕ Ваня текех нихăçан та таврăнмасса халĕ те ĕненмест. Пысăк, нумай пÿлĕмлĕ пÿртре вĕсемсĕр çав тери тунсăх, ахрăм янăраса чуна çÿçентерет… Ваня Мускавран килнĕ шурă кроссовка алăк умĕнчех ларать, вăл илсе килнĕ пысăк чăматана та пушатман. Сăнÿкерчĕкре — Верăпа Ваня, хаваслă вĕсем. Вилнĕ çынсен сăнÿкерчĕкĕсене пÿртре тытма юраманни пирки Анатолий Ивановича çынсем пĕрре мар каланă. Анчах юратупа ăшăлăхра çитĕнтернĕ тĕпренчĕксене чĕререн епле тăпăлтарса кăларăн-ха? Вĕсем ашшĕн чунĕнче чĕрĕ-çке… Ытла та кĕске пулнă вĕсен пурнăçĕ. Ваня — 19-та, Верăн 23 çул тултармаллаччĕ.
Çак куна 57-ри Анатолий Иванович куççульсĕр аса илеймест. Шăпа çапла пÿрнĕ-ши? Е ку ăнсăртран пулман? Халĕ çын лайăх пурăннине ăмсанса тĕшмĕшпе аппаланакан нумай-çке. Инкек умĕн кил хуçи хĕрарăмĕ Люся анкартинче тăватă çăмарта тупнă. Чăхсем унта тухма пултарайман. Хуравне шыраса тупсан та халь тин Люсьăна, Верăна тата Ваньăна тăратса лартаймăн.
Юлашки тĕлпулу
Самаринсем тăватă ачине пурнăç çулĕ çине тăратас, вĕрентсе кăларас тесе канлĕх мĕнне пĕлмесĕр тăрăшнă. 15-шер сысна хĕл каçарнă, 4 ĕне усранă. Çичĕ çул вутри пек çунма тивнĕ вĕсен. Малтан аслисене Люсьăпа Наташăна укçа тÿлесе вĕрентсе кăларнă. Унтан кĕçĕннисем Верăпа Ваня Мускава РУДНа çул тытнă. Вера медицина факультетĕнче ăс пухнă, Ваня юрист пулма ĕмĕтленнĕ, çав вăхăтрах ĕçленĕ те.
Верăпа Ваня çуллахи каникулта, çурла уйăхĕнче, тăван тăрăха çитме шухăшланă. «Атте, яла хăçан килес?» — шăнкăравланă ывăлĕ. «Хăвна мĕнле меллĕ», — хуравланă ашшĕ. Ваня Çĕмĕрле хулине çурлан 12-мĕшĕнче каçхи 10 сехетре çитнĕ, ашшĕ ăна машинăпа илме тухнă. Вера кăшт маларах, çурлан 9-мĕшĕнче, килнĕ. 15-мĕшĕнче вăл Мускава кайма палăртнă, билет илсе хунă. Анчах çав кун илемлĕ пике шап-шурă кĕпепе сивĕ тăпра айне кĕрсе выртнă…
— Ачасем Мускавран вилме килчĕç, — ассăн сывларĕ Анатолий Иванович капланнă куççульне аран чарса. — Ваньăпа калаçса та юлаймарăм. Килнĕ каçхине университетра ушкăнпа ÿкерĕннĕ альбома çеç кăтартма ĕлкĕрчĕ.
Тепĕр кунхине Людмила Валерьевнăпа Анатолий Иванович ир-ирех выльăх-чĕрлĕхе пуçтарса Çĕмĕрлене сĕт сутма кайнă, унччен ачисене кĕтÿ пăхма янă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе хĕрĕ килнĕшĕн çав тери хĕпĕртенĕ, хуларан пысăк икĕ арпуспа таврăннă. 10 сехет те 40 минутра Анатолий Иванович кĕтÿ пăхма кайнă. Пĕр вĕçĕм вĕреннĕрен çывăрса тăранайман ывăлĕпе хĕрне хĕрхеннĕ вăл, киле канмашкăн янă. Верăпа Ваня алăран тытăнса, хаваслăн кулса ял еннелле чупнă… Ку юлашки тĕлпулу иккенне никам та пĕлмен.
Нумай выльăх-чĕрлĕх усрама тырă самай кирлĕ. Йÿнĕрехпе курттăммăн туяннăскер ампара кĕмен. Ăна çĕр чавса вырнаçтарнă цистернăна хунă. Çав çулхи çуркунне йĕпе-сапа тăнăран унта шыв кĕнĕ, тырă çĕрнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ цистернăна ĕмĕрне те кĕмен. Чăхсене апатлантармалăх яланах Анатолий Иванович илсе тухнă. Тырă çĕрнĕрен углекислă газ тухнă, вăл кислородран йывăртарах. Алăка уçсан та çÿлелле хăпарман вăл. Çавна пула çемье пуçĕ унта кĕриччен тарăннăн сывласа илнĕ, тухиччен те сывлăш çăтман. Вăр-вар анса хăпарсан та чăм тара ÿкнĕ вăл. Людмила Валерьевна цистернăра газ пухăннине пĕлнĕ. «Толик, тырра текех кунта хумастпăр», — тенĕ хĕрарăм. Çав кун ирхине Анатолий Иванович чăхсем валли тырă илсе тухма маннă, кайран кĕтĕве кайнă. Людмила Валерьевна та кун пирки аса илмен.
Виçĕ виле…
Çакă та пысăк хуйха систернĕ-ши — кĕтÿре пĕр сурăх пăранланă, мăйĕ çинче мăкăль пулнăран вилĕ çуралнă. Хуçине пĕлтерсен вăл ăна илсе кайнă. Унтан пĕр пăру улмуççи еннелле куршанак хушшипе вирхĕнтернĕ. Арçыннăн ун хыççăн чупса тăн тухнă. Тумтирĕ çумне куршанак çыпăçса тулнă. Çавăн чухне, 13 сехет 40 минутра, вăл арăмне шăнкăравласа мунча хутма каласшăн пулнă. «Ваня та Мускавран ĕнер çеç таврăннă, унăн та мунчара рехетленес килет ахăртнех», — шухăшланă арçын. Анчах телефона арăмĕ мар, Вера тытнă. Ун чухне Ваньăпа иккĕшĕ кула-кулах сырник пĕçернĕ. «Анне паçăрах çук-ха. Шыраса тупсан мунча хутма калăпăр», — хуравланă Вера.
Ун чухне шăнкăравланăшăн Анатолий Иванович паянхи кун та ÿкĕнет. Пуçа мунча шухăш кĕмен тĕк ачасем амăшне шырамĕччĕç, масар çине кайса выртмĕччĕç тен. Анчах темĕнле пысăк укçа парсан та çав куна тавăраймăн-çке… Амăшĕпе икĕ ачине пĕр кунра çĕре кĕме пÿрнĕ-ши? Шăпаран иртме çуккине пĕлсен те халĕ темĕн те шухăшлаттарать арçынна. «Пурнăçран çав кун уйрăлма пÿрнĕ тĕк çын пукан çинчен те ÿксе вилет», — теççĕ халăхра. Анчах ашшĕн чул пек йывăр чăнлăха епле йышăнмалла?
Ваньăпа Вера амăшне шыраса тупнă. Хĕрарăм чăхсем валли тырă илмешкĕн цистернăна аннă. Наркăмăшлă сывлăш пуррине пĕлсе тăрсах сывланă-ши вăл? Е хĕрарăм чирĕпе аптăраканскер тарăн шăтăка вăр-вар анса хăпарайман? Ахăртнех, Верăпа Ваня сырник пĕçернĕ чухнех унăн чĕри тапма чарăннă. Ачисем амăшĕ хускалмасăр выртнине курсан пулăшма васканă, часрах аннă…
Ашшĕ килтисене темиçе хут та шăнкăравланă — нихăшĕ те тытман. Каç кÿлĕм кĕтÿ хăваласа килнĕ. Ăна хирĕç арăмĕ яланах тухнă, анчах хальхинче никам та курăнман. Кил умне çитнĕ — хапха питĕрĕнчĕк. Шала кĕрсен те сасă паракан пулман. «Яшка пĕçермешкĕн çĕрулми кăларма кайнă пуль», — шухăшланă ăшĕнче. Тырă упранакан вырăнта çутă пуррине курсан унталла утнă вăл. Аялта арăмĕ, икĕ ачи выртнине курсан мĕн пулса иртнине тÿрех ăнкарнă, часрах аннă. Ку хăйĕнпе пулса иртмест тейĕн — алли-ури итлемен, вăйĕ тăрук пĕтнĕ. Арăмне тытса пăхнă — кĕлетки шанках хытнă. Ваньăпа Верăн чĕре таппи туйăннă. Арçын ывăлне уçă сывлăша кăларма хăтланнă. Анчах ăçта унта — çÿллĕ. Анатолий Иванович кÿршĕ хĕрарăмĕ патне пулăшу ыйтма чупнă. Иккĕшĕ Ваньăна мĕнле кăларнине астумасть вăл. Часах хунямăшĕ чупса çитнĕ. Ваньăна та, Верăна та çăлайман вĕсем, кая юлнă. Çыннăн чĕри тапсан та пуç мими кислородсăр 5-7 минут çеç пурăннине каярахпа тухтăрсем пĕлтернĕ.
«Кунтисен мĕнле пурăнмалла?»
«Леш тĕнчене вилекенсем каяççĕ. Кунта юлнисен мĕнле пурăнмалла?» — çапла темиçе хут та каланă Людмила Валерьевна чĕрĕ-сывă чухне. Çак сăмахсене мĕн калаттарнă-ши ăна? Упăшкин Çĕр чăтайми хуйхă тÿсме тивессине сиснĕ-ши вăл? Амăшĕпе икĕ ачине юлашки çула ăсатма халăх чылай пухăннă. Унта мĕн пулса иртнине Анатолий Иванович астумасть. Вăл никама та асăрхаман, унăн арăмĕпе ачисене ыталаса йĕрес килнĕ.
— Çичĕ сыпăкри йăхăн çылăхсем ачасене лекрĕç-ши? — хăйне хăй ыйту пачĕ Анатолий Иванович. — Вĕсем çамрăк, пурăнмаллаччĕ…
Инкек çапса хуçнă хыççăн вăл ĕçрен отпуск пама ыйтнă. «Халĕ санăн çын хушшинче çÿремелле, пĕччен пулмалла мар», — тенĕ ăна хирĕçлесе. Анатолий Иванович кашни ир машинăна ларса ĕçе кайнă, çул çинче куççуль чарăнмасăр юхнă. Мĕн чухлĕ макăрман-ши вăл? Çĕмĕрлери вăрман хуçалăхĕнче вăй хураканскер йывăçсен хушшипе утнă май «Пĕлĕт-пĕлĕт» юрра пĕр вĕçĕм итленĕ. «Анне мана çуратсан ма вăрмана кайман-ши? Икĕ хурăн тураттинчен ма çакса хăварман-ши?» — çак йĕркесене куççульленсе чунĕ витĕр кăларнă вăл. Арçыннăн кăмăлĕ çирĕп, анчах пысăк çухатăва пĕрех тÿсме йывăр. Анатолий Ивановичăн хăйĕн çине алă хурас шухăш тĕвĕленнĕ. Анчах пачăшкă ăна капла вăл леш тĕнчере арăмĕпе, икĕ ачипе тĕл пулаймассине каланă. Мăшăрĕ кĕлĕ кĕнекисене вулама юратнă. Ниçта кайса кĕрейменнипе çавсене алла тытнă вăл. Кĕнекесене темиçе хут вуласа тухнă, Турăпа çывăхрах пулни чунне пăртак лăплантарнă.
Кăштахран инçех мар пурăнакан çамрăк пĕр арçын /халĕ вăл çĕре кĕнĕ/ хăрушă тĕлĕкĕ пирки каласа кăтартнă. Инкек умĕн ăна Самаринсен умĕнче виçĕ çĕнĕ пÿрт ларни тĕлленнĕ. Кун пирки амăшне çеç каласа кăтартнă вăл. Халăхра каланă тăрăх, çакă — вилене, анчах ку чăна çаврăнасса кам шухăшланă-ха?
Аслă ачисем сивĕннĕ
Пысăк пÿртре тăр пĕччен тăрса юлнă Анатолий Иванович икĕ эрне çывăрайман. Куçĕ умĕнчен çывăх çыннисем кайман. Хăйне хăрушă тĕлĕкри пек туйнă вăл. Ялти ырă çынсем арçынна Турă юнне сыпма сĕннĕ. Кун хыççăн кил хуçи хăйне кăштах та пулин çăмăлрах туйнă.
— Малашлăхра çутă çук. Сывлатăп, утатăп, ĕçлетĕп — çакă çеç, нимĕн те савăнтармасть, — хурлăхлăн калаçрĕ тăватă ача ашшĕ. Халĕ вăл картишри выльăх-чĕрлĕхпе йăпанать. Вĕсем ăна тунсăх авăрĕнчен çăлаççĕ. Арăмне, Ваньăпа Верăна тĕлĕкре час-часах курать вăл. Ывăлне пĕрмай ыталаса юратать пек…
Çемьере пысăк хуйхă пулсан аслă ачисем Люсьăпа Наташа ашшĕнчен сивĕннĕ. Вĕсем çывăх çыннине амăшĕн, шăллĕпе йăмăкĕн вилĕмĕшĕн айăплама пăхнă. «Тырă цистернине эсĕ те кĕнĕ-çке, вилмен вĕт. Тата мĕншĕн мунча шăматкун мар, ытларикун хуттарасшăнччĕ?» — тенĕ вĕсем. Хунямăшĕ ăна инкеклĕ çав кун пулăшма васканă кÿршĕ хĕрарăмĕ çумне хушнă. Вĕсене иккĕшне те суйнипе суйманнине тĕрĕслекен детекторпа тĕпченĕ — йăлтах йĕркеллĕ. Люся тăван килне килсе çÿремест, ашшĕне шăнкăравламасть. Наташа ваттисен кунĕнче çывăх çыннисене асăнмашкăн çеç килет. Ашшĕн ахаль те пушаннă чунĕ пушшех те ыратать.
— Люсьăпа Наташа ман пирки хăть те мĕн шухăшласан та, мана хăть те мĕн тусан та кÿренместĕп. Вĕсем — манăн ачасем, хĕрĕмсене юрататăп. Вĕсемшĕн кил алăкĕ яланах уçă, — чунне ыраттарса калаçрĕ ашшĕ. Вăхăт иртет, анчах арăмĕн сăнарĕ, ывăлĕпе хĕрĕн хаваслă йăл кулли нихăçан та манăçа тухас çук. Йывăр самантра аслă хĕрĕсем, тăван тĕпренчĕксем, юнашар пулсан, хуйха пĕрле пайласан, тен, уласа йĕрекен чунĕ çăмăллăх туйĕччĕ…
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Комментари хушас