- Чăвашла верси
- Русская версия
«Кĕмĕл сасă» чăваш эстрадине пуянлатĕ
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче тăван халăх юрри-кĕввине кăмăллакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен 17-мĕш фестиваль конкурсĕ иртрĕ. Ку хутĕнче çамрăк юрăçсен ăмăртăвĕпе гала-концерта пĕр кунрах йĕркелерĕç.
Çи-пуç та килĕшÿллĕ пултăр
— Пирĕн халăх пуласлăхне, культурине, чĕлхине, сассине çÿле çĕклеме килнĕ эсир. Çав çула киле таврăнсан та ан çухатăр. Аякран çитнĕ юрăçсен ашшĕ-амăшне уйрăмах тав тăвас килет. Эсир ачăрсенче чăвашлăха упраса хăварма çул уçса паратăр, — сцена çинчи хĕр-упраçпа тата яш-кĕрĕмпе мăнаçланса калаçрĕ ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев.
Жюри председателĕ Валерий Клементьев та регионсенчи Чăваш наци культурин автономи ертÿçисене тав турĕ. Конкурса хутшăннă кашни çамрăк парнеллĕ пулассине пĕлтерчĕ. Малалла вулас...
Комментировать