Турăран чĕркуçленсе ыйтнă ĕмĕт

24 Пуш, 2016

Шупашкарта пурăнакан Владимирпа Клара Антоновсемпе пĕлтĕрех паллашнăччĕ. Ăнсăртран пулчĕ ку. ЧР Наци библиотеки умĕнче ашшĕ-амăшĕпе уçăлса çÿрекен вун-вун шăпăрлан хушшинче пĕри: «Эпĕ сана юрататăп, эпĕ сана юрататăп», — тесе чăвашла юрлани хăлхана кĕчĕ. Сап-сарă çÿçлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр пĕрчин шăнкăр-шăнкăр сасси, çÿл тÿпери хĕвел пек йăл-йăл кулли пăрланнă е хуйхăпа тулнă чĕрене те ăшăтса сиплейĕ. Маттурскерпе тата унăн ашшĕ-амăшĕпе калаçмасăр иртеймерĕм. Çак çемьепе çыхăнăва татмарăм, çамрăк мăшăрăн çăмăл мар шăпи çинчен ыйтса пĕлтĕм. Паян «ÇХ» тусĕсене те вĕсемпе паллаштарас килет.

«Анне асапланнине курма йывăрччĕ»

Антоновсемпе калаçнă май пĕр халап аса килчĕ. Пĕр арçын Турăран хĕрес улăштарса пама ыйтнă. Çÿлти Аттемĕр ăна пÿлĕме кĕртнĕ те килĕшекен хĕресе суйлама ирĕк панă. Арçын пĕрне тытса пăхнă — ытла пысăк, тепри — сарлака та вăрăм, виççĕмĕшĕ йăтма çук йывăр пулнă. Кăмăлсăрскер пÿлĕм тавра пăхса çаврăнса алăк патне каялла çитнĕ те унта тăратнă пĕчĕк хĕресе курнă. «Килĕшекеннине тупрăм», — тенĕ савăнса. «Тусăм, ку хĕрес унччен те санăн пулнă», — пĕлтернĕ арçынна Турă.

Çамрăк упăшкипе арăмĕ ачалăхра та, ÿссен те хуйха-суйха самай астивнĕ пулин те тепĕр хут ирĕк панă тăк çак шăпанах суйлассине пĕлтерчĕç, мĕншĕн тесен хăйсем утнă çул çинче вĕсем пĕр-пĕрне тĕл пулнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.