Йывăçа чун кĕртекен ăста

31 Мар, 2016

Нумаях пулмасть Германире ăста скульпторсен симпозиумĕ иртнĕ. Фестивале тĕрлĕ халăх маçтăрĕсем хутшăннă. Раççей чысне Шупашкарта пурăнакан Евгений Акимовпа унăн вĕренекенĕ Артем Смирнов хÿтĕленĕ. Ăстаçăсем конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. Ăна ака уйăхĕнче Германирех йĕркелĕç.

Зотрум хулинче халăхсен хушшинче иртнĕ фестивале 24 çулти Артем пĕрремĕш хут хутшăннă. Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче çуралнăскер шкулта вĕреннĕ чухнех технологи урокне кăмăлланă, йывăçран касса кăларнă ĕçĕсемпе тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн технологипе экономика факультетĕнче ăс пухнă. Ăна ăсталăхне туптама технологипе предпринимательлĕх кафедрин доценчĕ Евгений Акимов нумай пулăшнă, йывăçран тĕрлĕ кÿлепе касса кăларас ĕçпе çывăхрах паллаштарнă. Вăл халĕ те Артема хавхалантарать, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Евгений Акимовшăн Артем — чи лайăх вĕренекенĕсенчен пĕри. Вăл хăй тĕллĕн аталаннипе, çанă тавăрса тăрăшнипе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Çамрăк маçтăрăн пуласлăхĕ çутă пулнинче педагог пĕрре те иккĕленмест.

3-мĕш курсра чухне Артем хăйĕн шăллĕпе Константинпа студентсен хушшинче йывăçран скульптурăсем касса кăларас енĕпе йĕркеленнĕ фестиваль-конкурса хутшăннă. Пĕртăвансем ылтăн пулăпа старике ăсталанă. Юмахри сăнарсем валли сак тунă. Яшсем ун чухне иккĕмĕш вырăна тухнă. Ку — Артемăн студент чухне тунă чи пысăк кÿлепесенчен пĕри. Ун хыççăн вăл чылай конкурса хутшăннă. «Ясна» этноэкологи комплексĕнче те вăл ăсталанă «Вăрман патши» ларать. Тĕп хулари 41-мĕш шкулти унăн мастерскойĕнче касса кăларнă хир сыснине чылайччен пăхса килентĕм. Пулăçпа пулă, мунчана чĕнекен упа, ÇÇХПИ ĕçченĕ, мультфильмри Маша тата ытти чĕрчун тĕлĕнмелле илемлĕ пулса тухнă. Сăнарсем чĕрĕ пекех. Çакăнта курăнать те ĕнтĕ çамрăкăн ăсталăхĕ. Çын ÿкерет-и, пушмак юсать-и — пĕлтерĕшлĕ мар. Чи пахи — этем хăй юратнă ĕçне кăмăлпа пурнăçлани, ăна чунпа парăнни. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.