Индоутка - тупăш кайăк

10 Мар, 2016

Иртнĕ çулла индоутка туянтăм, ĕрчетес тетĕп. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.

Руфина РОМАНОВА.
Çĕрпÿ районĕ.

Индоуткăн тăван çĕршывĕ - Кăнтăр Америка, Мексика. Унта çутçанталăкра хăйсем тĕллĕнех ĕрчесе пурăнакан индоуткăсем халĕ те пур. Авалхи ацтексем вĕсене килте ĕрчетме пуçланă, каярах Африкăна, Европăна, Азипе Австралине «парăнтарнă» çак кайăксем. Ирĕкре пурăнакан индоуткăсем кăшт пĕчĕкрех. Этем усраканнисем селекци витĕмĕпе шултраланнă. Индоутка аçи 4-6 кг, ами 1,8-3 кг таять.

Ятĕнче икĕ сăмах индюк?утка пулнăран вĕсене кăрккапа кăвакал гибричĕ тенине илтме пулать. Индоутка пуçĕнче, кăркканни пек, мускус парĕсем вăйлă аталаннипе çыхăнтараççĕ унăн ятне, вăл гибрид мар.

Çак чĕрчунсем шавламаççĕ, вĕсен какайĕ, хурăннипе, кăвакалăннипе танлаштарсан, çуллă мар тата тутлăрах пулнине палăртаççĕ усракансем.

Юлашки çулсенче индоутка усракансем чăвашра та йышланчĕç. Çуллахи вăхăтра ăна пăхма питĕ ансат. Ешĕл курăк çине тухмалăх çаран, çывăхра кÿлĕ пур пулсан пушшех те. Хĕлле çак чĕрчунсене лайăхрах условисем кирлĕ. Вăйлă сивве вĕсем чăтаймаççĕ. Индоутка урисене чăхпа, хурпа танлаштарсан, хăвăртах тăм илме пултарать. Çавăнпа сивĕ çанталăкра вĕсене юр çине питех кăлармалла мар. Витере 10 градуса яхăн ăшă пулмалла, çутă кĕртсе таймерпа палăртнă вăхăтра çутăлмалла тумалла.

Индоутка, ытти кăвакал пекех, шыв юратать. Хĕлле те шыв лартса памалла. «Шыв вырăнне юр çийĕ-ха» тени йăнăш. Хĕлле ешĕл апат вырăнне пахчаçимĕç вĕтетсе, шултра шăтăклă сеткăна çемçе утă çакса памалла. Пĕр аçана 4-5 ама çителĕклĕ.

Пуш уйăхĕнче индоутка çăмарта тума пуçлать. Çак вăхăтра вĕсене уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Хĕл каçиччен апата виçеллĕ çеç памалла. Ытлашшипех çитернĕ кайăк çăмарта нумай тăвать, пусма час лармасть. Пĕр ама вăтамран 10-15 çăмарта тăвать. Çăмарта тума пуçличчен кашни ама валли уйрăмшар йăва - хăмаран 55х90 см ещĕк туса хатĕрлемелле, йăвасене фанерăпа пĕр-пĕрне курмалла мар картламалла. Çăмарта тума пуçлама вăхăт çитнĕçемĕн вăл канăçсăрланать, вырăн шыраса уткалать. Хатĕр йăвасене суйлама май пултăр. Ещĕке чĕрчуна хăпарма ансат пулмалла. Йăва тĕпне кивĕ утиял хуçлатса е ытти япала хумалла, ыраш улăмĕ тултармалла. Малтан тунă çăмартасене кăранташпа хăш аман тата миçемĕшĕ иккенне палăртса пымалла. Вĕсене пуçтарса 15 градуса яхăн вырăнта упрамалла. Пусма лармалли вăхăт çитнĕçемĕн йăвари улăм мамăкланма пуçлать. 8-9 çăмарта тусан маларах тунисене йăвана хурса пама юрать, каярахрисене пуçтармалла.

Ларма вăхăт çитнĕ тĕле йăвари улăм йăлтах мамăкланать, кайăк йăвара вăрах ларать, ирĕке кăларсассăн та каялла кĕресшĕн хыпкаланать. Çăмартисемпе хăхăхлатса «калаçать». Çакă - çăмартасене йăлтах памалли паллă. 14 çăмартаран ытла хума кирлĕ мар - ăшăтса çитереймест. Çăмарта нумай тунă пулсан чи малтанхисене хурса памалла мар. Вĕсем пурпĕрех тăрă пулма пултараççĕ.

Çăмарта çинче индоутка 33-36 кун ларать. Ахаль кăвакалпа хуртан нумайрах ку. Чĕпĕсем тухас умĕн вăл час-часах ура çине тăрать, çăмартисемпе «калаçать». Индоутка пусма ларнă вăхăтра апат кăштах çеç çиет. Шыв вара - кирлĕ. Унта вăл çăвăнса илме те пултартăр. Кайăк йĕпеннĕшĕн пăшăрханмалла мар. Çăмартасене нÿрĕк кирлĕ. Енчен те амăшне çăвăнтарас теместĕр-тĕк, çăмартасене вăхăт-вăхăт пульверизаторпа пĕрĕхсе нÿрлентерме юрать.

Чĕпĕсем, ытларах чухне харăссăн тухаççĕ. Хăшпĕр чĕпĕ çăмартара çаврăнса хуппа лайăх катаймасть-тĕк ăна пулăшмалла. Шăтарнă тĕлĕнчен хупăна пĕчĕккĕн катса пымалла. Хупă айĕнчи çурхахран юн тухсан катма юрамасть.

Амасем тĕрлĕ вăхăтра пусма лараççĕ. Маларах тухнă чĕпсене йăваран илсе ăшша кĕртмелле. Малтанхи кун вĕсене 33 градус ăшă кирлĕ. Тепĕр кунне - 30 градус. Чĕпĕсем йăлтах тухса пĕтсен вĕсем патне амăшне ямалла. Амăшĕпе пĕрле чухне вĕсем çунат айне пуçтарăнса лараççĕ. Курупкара тытас пулсан ăшăпа тивĕçтермелле. Пластик савăта вĕри шыв тултарса алшăллипе шанчăклă чĕркесе хума юрать, чĕпĕсене ытлашши вĕри лекмелле мар.

Ашшĕпе çемьене асăрханса паллаштармалла. Сайра пулин те аçа чĕпĕсене сăхма пуçланине тĕл пулма тивет. Аçана малашне мĕнле пуласса сăнамалла. Сивлек кăмăллă аçана тепĕр çул улăштарма тивет.

Çăмартасене тĕрĕслесси. 12-14 кун ларнă хыççăн çăмартасене овоскоппа тĕрĕслемелле. Ахаль меслетпе, çăмартана икĕ енчен алăпа тытса çутă çывăхне илсе пырса пăхма та пулать. Тăрă е чĕпĕллĕ çăмартана тÿрех палăртма пулать. Тăрă çăмарта çутă тĕслĕ, чĕпĕллĕ çăмарта - тĕксĕм. Çак ĕç валли, паллах, опыт кирлех.

Индоутка чĕпписем малтанхи кунсенче куçкалакан апата çеç сăхаççĕ. Урайне сапнине пĕчĕк чĕпĕсем апат пек йышăнмаççĕ. Çавăнпа çăмартана чăмăрла пĕçерсе чĕпĕсен çурăмĕ çине сапса пама юрать. Пĕр-пĕрин çурăмĕ çинчен апата лайăх сăхаççĕ вĕсем. Икĕ кунранах апата савăтран çиме вĕренеççĕ. Чĕпĕсене çăмарта, тăпăрч, кĕрпе пĕçерсе çитермелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.