Вăрлăх туянассине кая ан хăварăр

10 Мар, 2016

Хăярăн лайăх пулакан сорчĕсем мĕнлисем-ши?

Римма ПОЛЯКОВА.
Вăрнар районĕ.

Вăрлăх туяннă чухне хутаç çине çырнине тимлĕрех вулани пăсмасть. Çакă пахчаçимĕçе ăçта, мĕнлерех меслетпе ÿстерессине пĕлме май парать. Парникре е теплицăра ÿстерме - пĕри, уçă вырăнта - тепри лайăххине пурте пĕлетпĕр.

Хутаç çинче «партенокарпический» тесе çырнă пулсан вăл хăй тĕллĕнех, вĕлле хурчĕ шăркалантармасăрах, пулаканни.

F1 текен гибрид-вăрлăхсем чылайăшĕ шăпах партенокарпическисем.

Пирĕн тăрăхра Феникс, Герман, Маша, Мила, Наташа F1 гибридсем лайăх тухăç параççĕ. Феникс хăвăрт çимĕç пама пуçлать, чир-чĕре тÿсĕмлĕ, кĕркуннечченех çимĕçпе савăнтарать. "Китайский холодоустойчивый" текен гибрид лайăх пулать. Хăяр диаметрĕпе 3-4 см, 25 см вăрăмăш çитĕнет. Çимĕçсем хура-симĕс тĕслĕ, пысăк шатрашкаллă, питĕ тутлă.

Мĕнлерех тухăç илесси ытларах пахчаçимĕçе пăхнинчен, çанталăк условийĕсенчен килет.

Погребок F1 - шăтса тухнă хыççăн 43 кунранах çимĕç пама пуçлать. Чечексене тĕвĕленме вĕлле хурчĕ кирлĕ. Хăярĕ шултра - 100 г яхăн. Пĕр тĕм 17 кг тухăç пама пултарать. Çавăн пекех Даша F1 гибрида палăртмалла. Питĕ хăвăрт çимĕç пама пуçлать /38 кун/. Çимĕçĕсем 120 грамм таяççĕ. Чир-чĕре тÿсĕмлĕ.

Партенокарпический текеннисене пахчаçăсем хăйсем тĕллĕнех шăркаланса тĕвĕленнĕшĕн, пысăк тухăçшăн кăмăллаççĕ. Вĕсем çутçанталăк улшăнăвĕсене пăхмасăр лайăх тухăç параççĕ, тĕрлĕ чир-чĕре парăнсах каймаççĕ. Орфей, Альянс гибридсем лайăх тĕвĕленеççĕ, вĕсен çимĕçĕсем шултра мар, маринадлама, тăварлама аван.

Муромский сорт питĕ хăвăрт ÿсет, шăтса тухнăранпа 32 кунранах çимĕç пама пуçлать.

Хăяр пысăк тухăçпа савăнтартăр тесен пахчаçимĕçе час-часах пуçтармалла. Тутлăхлă япаласемпе апатлантарса тăмалла. Пахчана 3-4 сорт лартăр, çĕнĕ сортсене тĕрĕслесе пăхма ан шикленĕр. Темиçе сорт лартсассăн чи лайăххине суйласси те уçăмланать.

Вăрлăха маларах туянма сĕнетпĕр. Васкамасăр, хăвăра ти­вĕçтерекеннине суйлама меллĕ пулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.