Комментировать

10 Мар, 2016

Гранат хуппи пулăшать

Вар пăсăлсан вар-хырăм ĕçне йĕркене кĕртме гранат хуппи лайăх пулăшать. Çак меслетпе усă куракансем Азербайджанран кÿрсе килнĕ çимĕç витĕмлĕрех пулнине те палăртаççĕ.

Граната çуса типĕтмелле, хуппине уйăрмалла. Хуппа çемçе ăшлăхĕнчен тасатса типĕтмелле. Сиплекенни - хуппи çеç. Хатĕр хупăна малашне усă курма типĕтсе хумалла. Типĕ, тĕттĕм çĕрте çулталăк упрама юрать.

Чĕрĕ çимĕçĕн хуппипе тÿрех сипленме те пулать. Чĕрĕ хуппа тураса вĕтетмелле, пĕр чей кашăкне 250 грамм вĕрекен шыва ямалла. Шыв мунчинче 10 минут тытмалла, унтан çулăма сÿнтерсе пĕр сехет савăта алшăллипе хупласа лартмалла. Хатĕр шĕвеке йăлтах ĕçсе ямалла е пайласа икĕ ăстрăмпа 2-3 сехет тăхтав туса ĕçмелле. 3-4 сехетрен тепре ĕçме юрать.

Сальмонеллез е ытти вар-хырăм чирĕнчен те пулăшать гранат хуппи. Кун пек чухне шĕвеке нумайрах виçепе 1 кунлăх хатĕрлемелле. 3-4 хутчен çуршар стакан ĕçмелле. 2-3 кунран чир иртет.

Çак меслет чылай çыншăн юрăхлă пулĕ тетĕп. Сипленмешкĕн нумай гранат кирлĕ мар. Икĕ-виçĕ гранатăн типĕтнĕ хуппийĕ ăнсăртран лекнĕ чир-чĕртен темиçе хутчен те хăтарĕ.

Гранат хуппи шĕвекне ачасене те пама юрать. Ăна маларах асăннă мелпех хатĕрлемелле. 2-7 çулти ачасене 1-2-шер апат кашăкĕ кунне 5-6 хутчен ĕçтермелле. Аслăрах ÿсĕмрисене виçене кăштах ÿстерсе памалла. 13 çултан аслăраххисене - çуршар стакан, кунне 3 хутчен памалла.

Гранат хуппи организма сиенлемесĕр чир-чĕр микробĕсемпе кĕрешет, тĕрлĕ инфекцирен пулăшать.

Валентина ИЛЛАРИОНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.