СЫВЛĂХ ГОРМОНĔСЕМ

10 Пуш, 2016

Пирĕн сывлăх, кăмăл-туйăм, ыйхă, аппетит, вăй-хал, ăс-тăн мĕнле пуласси организмри гормонсен виçипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Соматотропин гормон. Вăл çусем ирĕлессишĕн, мышцăсен тонусĕшĕн, сыпăсен çирĕплĕхĕшĕн яваплă. Çак гормон çитмесен мышцăсем ленчешкеленеççĕ. Организма С витамин, çăра мар çуллă йÿçексем /селедка, тунец, скумбри, пулă çăвĕ/, белоксем /кăркка, чăх ашĕ, рис, соя, шалча пăрçи/ кирлĕ.

Окситоцин гормон. Вăл витĕм кÿнипе юрату туйăмĕ аталанать, çитменлĕхĕ тунсăха, пăлханулăх туйăмне вăйлатать. Шăккалат, банан, авокадо, селенлă çимĕçсем /спаржа, кабачок, патиссон, сельдерей/ пулăшма пултараççĕ.

Тироксин гормон. Ăна щит евĕрлĕ пар туса кăларать. Тироксин ытлашши пулсан çын начарланать, çитмесен - самăрăлать. Тата вăл çителĕксĕр чухне ыйхă вĕçсе аптратать. Йод кирлĕ. Унăн çăлкуçĕсем - тинĕс купăсти, тинĕс çимĕçĕсем.

Ренин гормон. Пÿресенче йĕркеленет. Юн тымарĕсен тонусне йĕркелесе тăрать. Тонус улшăнса тăнин сăлтавĕ пÿре шыçни, шыв-тăвар шайлашăвĕ пăсăлни пулма пултарать. Ренин виçи нормăра пултăр тесен тăвар сахал çимелле, рационран пăрăçлă, тĕтĕмленĕ çимĕçсене, газлă шĕвексене кăлармалла.

Норадреналин гормон. Пÿ­ре­çи парĕсенче вырнаçнă. Стресран хÿтĕлет, иммунитета лайăхлатать, хутлатнине ирттерет. Вăл çителĕклĕ пултăр тесен йогурт ĕçмелле, тип çу хушнă кишĕр салачĕ çимелле.

Тестостерон гормон. Вăл çитмесен арçынсем вĕчĕрхенÿллĕ пулса каяççĕ, вĕсен ар хăвачĕ кăна мар, организмăн пĕтĕмĕшле тонусĕ те чакать. Унăн шайне ÿстерме цинклă çимĕçсем /краб, устрица, миди, кавăн тĕшши/ пулăшаççĕ.

Эстроген гормон. Ăна хĕрарăмсен çăмарталăхĕсем, ар­çынсен ар вăрлăхĕсем туса кăлараççĕ. Эстрогена пула клеткăсем çĕнелеççĕ, юн тымарĕсем пиçĕлĕхне упраса хăвараççĕ. Уншăн Е витамин /тип çу, тĕшĕллисем, пăрçа йышшисем/, К витамин /шпинат, кавăн, ĕне пĕверĕ, çăмарта сарри/, В9 витамин /петрушка, купăста/ пĕлтерĕшлĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.