Ылтăн вăчăрана тасататпăр

10 Мар, 2016

Ылтăн тĕксĕмленмест. Анчах ылтăн çĕрĕ-алкана таса ылтăнран тума май çук. Пĕр енчен вăл питĕ хаклă пулать, тепре - чăтăмсăр. Çирĕп металл хутăшĕ пулмаллах ылтăн капăрлăхсенче.

Тĕксĕмленнĕ ылтăн япалана килтех тасатма пулать. Хăшпĕр меслетпе паллашар-ха.

Пĕр стакан шыва пĕр чей кашăкĕ савăт-сапа çумалли гель кирлĕ. Эмальленĕ пĕчĕк савăта пусма татки хуратпăр, шыв яратпăр, унтан гель тумлататпăр. Ылтăн япалана пусма татки çине хурса çулăм çине лартатпăр. 2-3 минут вĕрететпĕр. Ку меслет хаклă чулсемпе илемлетнĕ çĕрĕ-колье валли мар.

Ылтăн япалана йод е ртуть хутăшĕ ытларах вăхăт лексе тăрсассăн тĕксĕмленет. Çакнашкал тĕксĕмленнĕ пăнчăна тасатма çук. Мĕншĕн тесен йод, ртуть ылтăнăн структурине улăштараççĕ.

Ылтăн япала вăйлă вараланнă, вĕри шывпа тасалмасть пулсан çак меслетпе тасатса пăхăр. Шăл пасти, пурă, супăнь хырса, шыв, вазелин пĕр пек виçепе илсе хутăштармалла. Хутăшпа ылтăн япалана сĕрсе кăштах тытмалла. Унтан çемçе пусмапа сăтăрса тасатмалла, ăшă шывпа чÿхемелле.

Апат содипе, савăт-сапа çумалли порошокпа ылтăна тасатма юрамасть. Вĕсем микрочĕрĕксем хăвараççĕ. Ылтăн йăлтăртатăвĕ пĕтет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.