Архив - Окт 2016

октября 13th

13 Окт, 2016

«Çĕрĕпех вăй хума хатĕр»

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» пĕрлешÿре те тăрăшсах çĕрулми кăлараççĕ. Уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ ĕçченсем. Çавна май хăватлă техника шавĕ самантлăха та чарăнмасть, ирхине 6 сехетрен пуçласа çур çĕрчченех тăсăлать.

13 Окт, 2016

Çутă сÿннĕ те сеанс пуçланнă…

Асăмрах-ха иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсем. Çав тапхăрта ялсенче телевизор алăри пÿрнесемпе шутламалăх кăначчĕ. Çынсем пушă вăхăта ирттерме клубсемпе кану çурчĕсене пухăнатчĕç. Унта хамăр тата ют çĕршывсенче кăларнă кинофильмсем кăтартатчĕç.

13 Окт, 2016

Юрăсăр пурнăç çук

«Шăнкăрма» - Йĕпреç районĕнчи ачасен пĕртен-пĕр ансамблĕ. Вăл малтанах «Акăшпи» ятпа йĕркеленнĕ. «Кĕçĕн çулхи ачасене хамăр тăрăхри фольклорпа паллаштарнă май юрра-кĕвве вĕрентес шухăш çуралчĕ ун чухне», - аса илет иртнине Надежда Никандрова.

13 Окт, 2016

Савăнăç парнелекен «Шуçăм»

Патăрьел районĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнне вăл 22 çул ертсе пырать. Ачаранах купăс калама юратнăран унсăр пĕр кун та пурăнаймасть. Хуйхă-суйха та, савăнăçа та унпа пайлать. Сăмахăм фольклор ушкăнĕн ертÿçи Валерий Васильевич Фролов пирки пырĕ.

13 Окт, 2016

Ырă туни ырăпа таврăнать

Ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăракан çын ял-йыша калаçтаратех. Канаш районĕнчи Кĕлтеçулĕнче пурăнакан Козловсен çемйине вăтăр çул хушшинче хăнăхмалла пек, анчах хăшĕ-пĕри вĕсене пурпĕр ăнланса çитеймест.

13 Окт, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 40 (6133) №. 13.10.2016

13 Окт, 2016

«Эпĕ кĕвĕç чунлă мар»

Ача кĕтекен Людмила Самделовăна тухтăрсем: «Сирĕн ывăл пулать», — тесен упăшки епле ан савăнтăр? Пĕр хĕр çитĕнет, арçын ача çуралсан епле аван вĕт. Анчах çĕр çине хĕрача килнĕ. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Иисус Христоса тĕне кĕртнĕ кун, çемьере Мария çуралнă. Ачаранпах вăр-вар пулнă вăл.

13 Окт, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Эпĕ Никита Столяров ятлă. Малашлăха автомеханик ĕçĕ­пе çыхăнтарасшăн, çавăнпа пушă вăхăт тупăнсанах çăмăл машинăсене юсатăп, сăрлатăп, шлифмашинăпа якататăп. Кăмпана çÿреме, ÿкерме, кĕнеке вулама кăмăллатăп. Пикесене юратнăран-ши, эпĕ гороскоппа — Хĕр.

Страницы