Ырă туни ырăпа таврăнать

13 Окт, 2016

Ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăракан çын ял-йыша калаçтаратех. Канаш районĕнчи Кĕлтеçулĕнче пурăнакан Козловсен çемйине вăтăр çул хушшинче хăнăхмалла пек, анчах хăшĕ-пĕри вĕсене пурпĕр ăнланса çитеймест. Вĕсем Турра ĕненни, тĕрлĕ документ илме килĕшменни, хăйсем патĕнче кинемисене пурăнтарни тата ытти сас-хура çÿретчĕ таврара. Унсăр пуçне çемьере ачасем нумай иккен. "Шутне калама та пултараймастăп", - терĕ урамра тĕл пулнă арçын.

Сак тулли саккăрăн

Валентина Николаевна Козлова мана, кĕтмен хăнана, ăшшăн йышăнчĕ, калаçма хирĕç пулмарĕ. Уçă кăмăллă хĕрарăм ачисемпе те паллаштарчĕ, Турра ĕненни пурнăçра пурне те юратма, пĕр-пĕрне пулăшма кăна вĕрентни çинчен аса илтерчĕ. Мĕншĕн çак таранччен документсемсĕр пурăннине те ăнлантарчĕ. Пĕр-икĕ сехете пынă калаçура Козловсем мана уйăх çинчен ÿкнĕ çынсем пек туйăнмарĕç.

Сăмахран, патшалăх паракан амăшĕн капиталне илесси е илес марри тата ытти те - кашни çыннăн ирĕкĕ. Астăватăр-и, тахăш çул пирĕн çĕршыври Григорий Перельман математик тĕнче шайĕнчи паллă премие ?виçи пĕр миллион долларпа танлашнăччĕ% илме килĕшменччĕ. Пирĕнтен кашниех хăйĕн тĕнчинче пурăнать, анчах пурте эпир унта юрату, килĕшÿ хуçалантăр, ачасем сывлăхлă та ăслă çитĕнччĕр тетпĕр. Козловсем те çакнах тĕпе хураççĕ.

Çемьере чи кĕçĕннисем - 6 çулти Космăпа Дамиан - йĕкĕрешсем. Сăнран пĕр-пĕрне уйăрса илме те хĕн. Çитес çул шкула кайма хатĕрленеççĕ. Унсăр пуçне "Эй, çÿлти Аттемĕр!", Турă Амăшне халалланă тата ытти кĕлле те пăхмасăр пĕлеççĕ. Косма малтанах именчĕ, кăшт вăхăтран иккĕшне те пĕр такăнмасăр каларĕ. Турра хытă ĕненекен çемье тенĕрен хăшĕ те пулин тĕн çулне суйласа илнĕн туйăнчĕ. Çук, 8 ачаран улттăшĕ кулленхи пурнăçри специальноçсенех кăмăлланă. Строитель, çар çынни, реклама ĕçне тăвакан, сутуçă, повар та пур вĕсем хушшинче. Аслă ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Улттăмĕшĕ, Таиç, Канашри педагогика колледжĕнче воспитателе вĕренет.

Косма ÿссен космонавт пуласса пĕлтерчĕ. Ытти ачасем пекех шавлă, савăнăçлă, ютшăнмасть.

Кĕçĕннисене Çветтуйсен кунĕнче çуралнăран çапла ят панă.

Пурнăç укçара мар

Пĕчĕккисене кун çути парнеленĕ чух Валентина Николаевнăн сахал мар сăмах илтме тивнĕ. Вĕсене 46-ра çуратнăран тухтăрсем çамрăк маррине, çемьере ача йышлине аса илтернĕ. Больницăна выртма тесе çырса панă хутпа хăçанччен кĕтсе ларма тивмен-ши тата. Хăйне çав вăхăтра питĕ япăх туйнă. Черетпе пĕрремĕш çитнĕскере юлашкинчен йышăннă. Çÿп-çап контейнерĕ çумĕнче çунма тытăннă килсĕр-çуртсăр арçын та больница койки çине унран маларах лекнĕ. Унăн та Валентина Николаевнăнни пекех паспорт пулман. Юрать, ырă кăмăллă тухтăрсем лекнĕрен йĕкĕрешсем йывăрпа пулин те сывă çуралнă.

Мĕн çамрăкран паспортсăр пурăнман хĕрарăм. Совет тапхăрĕнчи халĕ те пур. Ăна çĕннипе улăштарма, ИНН, страховани полисне тата ытти кирлĕ хут илме мĕн чăрмантарать тетĕр-и/ Турра ĕненекенсем те, пачăшкăсем те халĕ вĕсемпех ĕçлесе пурăнаççĕ-çке. Анчах Козловсем тĕн вĕрентĕвне тарăннăн тĕпченĕ ватăсемпе ытларах хутшăннăран-ши пĕрре суйласа илнĕ çултан пăрăнасшăн мар.

Хальхи пурнăçра алăра Раççей паспорчĕ, хушма документ пулмасан больницăра та йышăнасшăн мар, ĕçе те вырнаçаймăн, ача укçи те илеймĕн тата ытти те. Куншăн Козловсем пач та ÿкĕнмеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Валентина Николаевна Канашри сыр заводĕнче тăрăшнă, мăшăрĕ чукун çул ĕçченĕ пулнă. Ача укçине те илсе тăнă. Анчах кăштахран ун вырăнне темиçе хут хаклатнă япаласем пама тытăнсан упăшки вăрăм черетре çынсемпе вăрçăнса тăма килĕшмен. Çавăнтанпа ача укçи илме пăрахнă.

Кĕçĕннисене çуратсан Валентина Николаевна амăшĕн капиталне хирĕç пулнине хутпа çырсах пĕлтернĕ. Ахăртнех, нумайăшне çакă тĕлĕнтерет те. "Ямăт укçаран мĕншĕн пăрăнатăр/" – тесен хĕрарăм вырăссен каларăшĕпе хуравлать: "Тÿлевсĕр сыр капкăнра кăна пулать".

Патшалăх пулăшăвĕпе пач усă курма пăрахсан тăванĕсем те, çав шутра пиччĕшĕсем те, ăна ăнланман, амăшне ăна ÿкĕте кĕртме ыйтнă. Хĕрарăм хăйĕн шухăшне улăштарман. Халĕ никам та шарламасть, çемьен хăйнеевĕрлĕхне хăнăхса çитнĕ.

Нумай ача амăшĕ пулнă май Валентина Николаевна паян тивĕçлĕ канура темелле. Анчах ăна пенси те кирлĕ мар. "Сакăр ача çуратсан та мана патшалăхăн пулăшмалла-и/ Ĕлĕк ватăсене ачисем пăхнă. Халĕ, паллах, пурнăç улшăнчĕ: асламăшĕ-аслашшĕ те мăнукĕсемпе ларасшăн мар, ачисем те чирлĕ ашшĕ-амăшне хăвăртрах ваттисен çуртне ăсатасшăн", - палăртать хĕрарăм.

 

Ĕненÿпе пурăнма çăмăл

Ачисем, чăн та, ашшĕпе амăшне пăрахмаççĕ, çурта çĕнетме пулăшаççĕ. Çакă та хăшĕ-пĕрне ăмсантарать пулас. Ниçта ĕçлеменскерсен укçа тупăнса пынинчен тĕлĕнеççĕ.

"Турăпа пурăнсан çынна ăнăçать, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. - Хальхи пурнăçра пурте пур, анчах юрату çукрах. Турра ĕненни çынна канăç парать, унпа пурăнма çăмăл".

Кĕлтеçулĕнче тĕпленсен Козловсем çинчен темĕн те каланă. Вĕсене сектантсем вырăнне те йышăннă. Халĕ те ватă çынсене хăйсем патĕнче пăхса усранăран сăмах илтме тивет. "Ыйтакан çынна мĕнле пулăшмăн/ Хальхи кинеми Канашри чиркÿ çумĕнчи çуртра пурăннă. Ăна çĕнĕрен тăвас тĕллевпе пăснă хыççăн вăл пирĕн пата килчĕ. Халĕ çурта туса пĕтернĕ, пачăшкă каялла чĕнет, анчах ватă çын каясшăн мар, кунтах пурăнасшăн", - ăнлантарать Валентина Николаевна. Вăл палăртнă тăрăх - хăйсем пăхса усранă кинемисенчен ытларахăшĕ пенси те илмен, Турра хытă ĕненнĕскерсен алăра çĕнĕ паспорт пулман.

Апла йышлă çемье мĕнле майпа пурнăç тытса пырать-ши тетĕр-и/ Вăл выçă лармасть, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахчаçимĕç ÿстерет. Çавăнпа сĕтел çинче мĕн кирли йăлт пур, хĕрлĕ вăлча таранах. Пĕр ывăлĕ Хабаровскра ĕçлесе пурăннăран тăтăшах çак кучченеçе ярса парать-мĕн.

Козловсен темиçе мăнук ĕнтĕ. Часах йыш тата хушăнмалла. Вĕсене те ачисене вĕрентнĕ пекех: "Хăвăра кÿрентерсен те çынна хур ан тăвăр", - тесе ăс параççĕ.

Сăмах май, Козловсен аслă ачисем те шкултан документсемсĕрех ?çурални çинчен калакан свидетельствăпа кăна% вĕренсе тухнă. Ун хыççăн кăна: "Пирĕн малалла пурăнмалла", - тесе вĕсене алла илнĕ.

Çитес çул пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен Космăпа Дамиан та пиччĕшĕ-аппăшĕ пекех вĕренсе тухĕç. Шкула йышăнмасан Валентина Николаевна килте вĕрентме те хирĕç мар.

Турă ĕненĕвĕ патне вăл пĕр кунра çитсе тухман. Тăвай районĕнчи Кармалта çуралса ÿснĕскер кÿршĕри Çĕнĕ Ахпÿрте ?Канаш районĕ% качча тухнă. Çемье пурнăçĕ ăнман. Упăшкипе виçĕ çул çурă пурăннă хыççăн пĕр ача çуратнă хĕрарăм килтен тухса кайнă. "Ĕçри мастер эсĕ ку арçынпа пурнăç тăваймăн тесе тăтăшах калатчĕ. Çук вĕт, 17-18-та кăна пулнăран-ши ăна итлемен", - иртнине аса илчĕ Валентина Козлова.

Унсăр пуçне пĕчĕк чух амăшĕ ăна час-часах кÿршĕри кинеми патне хăварнă. Лешĕ Турра ĕненекенскер пулнă. Ÿсерехпе хĕрача йывăр чирлесе ÿкнĕ, виçĕ уйăх больницăра выртнă. Кунта та ун тĕлне тĕне ĕненекен тухтăр тупăннă.

Йывăрлăхра, нушара Турă çывăхрах пулнине, вăл пурнăçа ăнланма май панине палăртать хĕрарăм. "Кайран унăн хăватне, çăмăллăхне туятăн, ун хыççăн савăнма тытăнатăн", - тет вăл.

Косма амăшĕн сăмахĕсене тÿрре кăларчĕ темелле. Ирхине çывăрса тăрсан куна вăл: "Турăçăм, çĕр çинчи ху пултарнă мĕнпур çынна - пурне те, пурне те - эсĕ пулăш", - сăмахсемпе пуçларĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.