- Чăвашла верси
- Русская версия
Çурт хăпартнă
Вулаканăн ыйтăвне уçăмлатас тесе юпа уйăхĕн 21, 22-мĕшĕсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче концерт ирттерме хатĕрленекен Алексейпа «Фейсбук» соцсетьре çыхăнтăм. Чăнах та, Алексей Московский Çĕрпÿ районĕнче йывăç пÿрт хăпартнă. Чылайăшĕнни пек икĕ-виçĕ хутлă мар. Европа стилĕпе тунă пĕр хутлă çуртра ултă пÿлĕм. Никĕсне 2014 çулхи нарăс уйăхĕнче, Юратакансен кунĕнче, янă.
Московскисен килĕнче хăна-вĕрле валли те ăшă кĕтес тупăнĕ. Çук, кĕтес кăна мар-ха. Вĕсем валли хăна çурчĕ ятарласа хăпартнă. Вăл та — йывăçран.
Мĕншĕн Çĕрпÿ тăрăхĕнче пÿрт тума шухăшлани пирки те ыйтса пĕлтĕм. «Хамăн ĕç вырăнĕ те унта, мăшăрăм та — Çĕрпÿрен», – уçăмлатрĕ халăх юратăвне çĕнсе илнĕ юрăç. Хăй вăл Елчĕк тăрăхĕнчен, Çĕрпÿрен тăван яла çÿреме те çывăх, çул çинче пăкă та тарăхтармасть.
«Укçа-тенкĕ епле çитеретĕр?» — тесен çапларах каларĕ: «Кил хуçи чăн-чăн арçын пулсан «кĕмĕл» тупатех. Тĕллев лартсан самолет та илейĕн. Диван çинче телевизор пăхса выртсан нимĕн те пулмĕ. Чи йывăрри пÿрт тăвасси мар, диван çинчен тăрса шухăша тĕрĕс çулпа ярса тĕллев патне талпăнасси». Московскисем çĕнĕ пÿрт ĕçкине хĕлле пухăнма ĕмĕтленеççĕ. Хальлĕхе çемье газ кĕртессипе çине тăрса ĕçлет.
Комментари хушас