Шадриковсен йыш хушăннă

13 Юпа, 2016
Пирĕн тăрăхра ÿснĕ Алексей Шадриковăн юррисене итлеме кăмăллатăп. Унăн çемйинче йыш хушăнни пирки илтрĕм. Тĕрĕсех-ши?
Вероника АРТЕМЬЕВА.
Елчĕк районĕ.

Тĕрĕсех. Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Алексей Шадриковăн çемйине «çĕнĕ кайăк» килнĕ. «Малтанхи мăшăрăмран хĕр пур, хальхи арăм ывăл çуратрĕ», – пытармарĕ чăваш эстрадинче тахçанах ят çĕнсе илнĕ юрăç. «Хĕр-и е ывăл-и кĕтнĕччĕ?» – тесе ыйтсан, Алексей ачасене уйăрманнине палăртрĕ. «Чи кирли – сывă çуралтăр», – кашни сăмаха виçсе калаçрĕ чăваш эстрада артисчĕ.

«Çĕнĕ кайăк» Шупашкарти Президент перинаталь центрĕнче çут тĕнчене килнĕ. Алексей ывăлĕпе арăмне илме пĕчченех кайнă. Анчах çемьере йыш хушăннине илтсен мăшăрĕн пĕлĕш-юлташĕ те персе çитнĕ.

Пĕчĕкскере Матвей тесе чĕнеççĕ. Ăна амăшĕ суйланă. Ытти ят пирки те нумай шухăшланă. Алексей хăй те тĕрлĕ ят тишкернĕ, анчах арăмĕ сĕнни çинче чарăннă. Тин кăна амăшĕ пулнă мăшăрне Алексей çывăх вăхăтра парне туянса парасшăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.