«Çĕрĕпех вăй хума хатĕр»
Патăрьел районĕнчи «Батыревский» пĕрлешÿре те тăрăшсах çĕрулми кăлараççĕ. Уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ ĕçченсем. Çавна май хăватлă техника шавĕ самантлăха та чарăнмасть, ирхине 6 сехетрен пуçласа çур çĕрчченех тăсăлать. «Пĕр эрне çакнашкал йĕркепе вăй хуратпăр эпир», - терĕ Федор Тарасов тĕп инженер мана уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă май.
Тăрăшса, ăмăртса
Асăннă хуçалăх «иккĕмĕш çăкăра» кăçал 309 гектар çинче çитĕнтернĕ, çакă пĕлтĕрхинчен ытларах. Кунта халĕ виçĕ комбайн ĕçлет. Сăмахран, Валерий Раков экипажĕ /сăнÿкерчĕкре/ çак ĕçре 9 сезон вăй хурать пулсан, Набиулла Алимовăн - 5-6, Александр Ляллинăн вара - кăçал çеç. Федор Александрович палăртнă тăрăх - пурте тăрăшса, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Паллах, техника та чăхăмламасăр пулмасть. Кун пек чухне пĕр-пĕрне ура хума мар, пулăшма васкаççĕ. Ара, çĕрулмине вăхăтра пуçтарса илмелле-çке. Çакна кашни лайăх ăнланать. «Çĕрулми пирĕншĕн - чи кирли. Эпир çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлеме хатĕр, - тапăртатса тăраççĕ ĕçченсем. - Ăна пуçтарса илеймесен укçа та, кану та пулмасть. Çавăнпа та ĕççине вĕçлесен - чун килениччен канăпăр».
Кану тенĕрен çакна каламалла: уй-хир ĕçĕсем хыççăн кашни çулах механизаторсем тĕрлĕ санаторире канса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Путевкăпа, паллах, хуçалăх тивĕçтерет.
Уйран çĕрулмине сортлакан вырăна сакăр машина турттарать. Кайран ăна склада кĕртеççĕ. Унта паянхи куна виçĕ бригада ĕçлет. Паллах, ĕçченсен ятне-шывне пурне те асăнса хăвараймăн. Федор Тарасов калашле пĕрне мухтаса теприне хурлама çук, пурте маттур.
Механизаторсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Çур çĕрччен ĕçленĕрен типĕ апатпа та тивĕçтереççĕ.
Туянакан чылай
«Çанталăк пăсăлмасан çĕрулмине 3-4 кунра пĕтеретпĕрех, - терĕ Петр Ялуков ертÿçĕ. - Халĕ 68 гектар юлчĕ. Кунне 18-20-шер кăлараççĕ». Вăл каланă тăрăх - шăварнă лаптăксенчи гектарти тухăç 350-400 центнерпа танлашать, мелиораципе усă курман участоксенче вара - 110 центнер.
«Кăçал тухăç пысăк пуласса кĕтнĕччĕ, - малалла тăсăлать калаçу. - Çумăр та çителĕклĕ çурĕ малтан. Пахчаçимĕç ÿсмелли вăхăтра вара шăрăх çунтарчĕ. Сывлăш температури 24-25 градусран ытларах пулсан çĕрулми ÿсме чарăнать. Пĕр вăхăт пирĕн тăрăхра çĕрле те 25 градусран чакмарĕ».
Асăннă пĕрлешÿ «иккĕмĕш çăкăра» çулсеренех 300 гектара яхăн лартать. Çак культурăпа 14 çул ĕçленĕрен специалистсем ăсталăха ÿстерсе пынине асăнчĕ Петр Валерьевич. Сортсене, тăпра пулăхне тĕпченĕ хыççăн çĕрулмине тĕрлĕ лаптăкра çитĕнтереççĕ вĕсем: 100-шер гектар - путлăхра, вăтам çĕр çинче тата типĕ вырăнта. Путлăхрине каярах лартаççĕ пулин те чи малтан кăларса илеççĕ. 2011-мĕш, 2013-мĕш çулхи çанталăк условийĕсем те çак сăнав патне илсе çитернĕ. Паянхи кун ĕçченсем типĕ лаптăкри çĕрулмине кăлараççĕ. Çавăнпа та хирте çумăр çуман тейĕн. Пахчаçимĕç те тап-таса тухать.
«Ĕçченсем хавхаланса тăрăшни савăнтарать. Хуçалăхра ытларах вăйпиттисем. Çамрăксем те пур», - чунне уçрĕ ертÿçĕ.
«Иккĕмĕш çăкăра» туянакан та чылай иккен. Кăнтăр тăрăхĕсенчен килеççĕ. «Вĕттине те, шултрине те тиркемеççĕ. «Невский» сорт 9-9,50 тенкĕпе сутăнать пулсан, «Розара» - 10-11 тенкĕпе. Ку хак пире тивĕçтерет. Пĕлтĕр çак вăхăтра çĕрулмине 4 тенкĕпе туянатчĕç»,- терĕ Петр Ялуков.
Çĕрулми лаптăкне малашне те çакăн пекех сыхласа хăварасшăн вĕсем. Паллах, ăна туса илме «Батыревский» хупă акционерсен пĕрлешĕвĕн хăватлă техника та, çын та çителĕклĕ. Ĕçчене хаклани, шалупа вăхăтра тивĕçтерни те ĕçе тĕплĕ, васкаса пурнăçлама хистет.
Валентина МАКСИМОВА.
Комментировать