Архив - 1 Окт, 2016

1 Окт, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 38 /9560 №. 01.10.2016

1 Окт, 2016

Мăнçырмасен мăнаçланмалли пурах

Раççей, тĕнче шайĕнчи предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлекен педагогсене премипе хавхалантарасси çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне кăçал янă Çырура пĕлтернĕччĕ.

1 Окт, 2016

«Йыснана качча тухрăм»

— Демьян вăрçăран таврăнасса анне мĕн виличченех кĕтрĕ. «Ывăлăм чĕрĕ тенине илтессишĕн урама çарамас тухма хушсан та килĕшĕттĕм», — тетчĕ. Анчах пичче хыпарсăр çухалнă. Шыраттарса та пăхрăмăр — тупаймарăмăр.

1 Окт, 2016

Сисчĕвлĕхе çухатас марччĕ

Иртнĕ кану кунĕсене килте ирттерме палăртнăччĕ. Тăрук палламан абонентран шăнкăрав килчĕ. Косметика хатĕр-хĕтĕрĕ сутакан фирмăра тăрăшакан пике салона йыхравлать. «Сире валли парнелĕх сертификат пур, унпа пĕр пус тăккаланмасăр усă курма пултаратăр, пит ÿтне компьютерпа тĕрĕслĕç. Укçа кирлĕ пулмĕ, хăвăрпа пĕрле паспорт çеç илме ан манăр, кам иккенне ĕнентерме кирлĕ», — йăпăлтатса та ăшшăн калаçрĕ хĕр. Илем кÿме шантаракансем пĕрмай шăнкăравласа ывăнтарса çитернĕрен, хайхи салона ятарласах кайса килме шухăшларăм.

1 Окт, 2016

Иванкка Микулин йăхĕнчен

Пĕр вырăнта лара-тăра пĕл­мест вăл. Çулĕсене пăхмасăр общество ĕçне хастар хутшăнать, çав вăхăтрах спортпа питĕ туслă. Унсăр пуçне чылай çĕре çитме, çĕннине тишкерме, алла илме тăрăшать.

1 Окт, 2016

"Вести Чувашии", (№ 39 (1507)) от 1 октября 2016 года

Указ Главы Чувашской Республики от  24 сентября 2016 года № 127 «О внесении изменений в Указ Главы Чувашской Республики от 3 августа 2012 г. № 88».

Указ Главы Чувашской Республики от 26 сентября 2016 года № 128 «О внесении изменений в некоторые указы Главы Чувашской Республики».