«Йыснана качча тухрăм»

1 Юпа, 2016

— Демьян вăрçăран таврăнасса анне мĕн виличченех кĕтрĕ. «Ывăлăм чĕрĕ тенине илтессишĕн урама çарамас тухма хушсан та килĕшĕттĕм», — тетчĕ. Анчах пичче хыпарсăр çухалнă. Шыраттарса та пăхрăмăр — тупаймарăмăр. Ăçта выртнине те пĕлместпĕр, — ассăн сывларĕ Римма Филиппова.

Вăрçă нуши, паллах, вĕсен çемйине те пырса тивнĕ, сахал мар куççуль юхтарнă. Пиччĕшĕ вăрçă пуçланиччен салтака кайнăскер Беларуçрен 7 уйăх çыру çÿретнĕ-ха. Юлашки саламне çĕртмен 12-мĕшĕнче алă пуснă вăл. Хаяр тăшман чикĕ урлă каçнă хыççăн вара урăх пĕр йĕрке те шăрçаламан. Тăванĕ салтакран янă çырусене Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Римма Филипповна халĕ те типтерлĕ упрать. Вăхăт-вăхăт вĕсене кăларса вулать.

Ашшĕ Филипп Сергеевич та — вăрçă салтакĕ. Вăл тăван килне Аслă Çĕнтерÿпе таврăннă, анчах нумай пурăнайман, 1947 çулта чирлесе вилнĕ.

— «Ачамсем, мана курас килсен яшка витĕр пăхăр», — тесе çыратчĕ атте. Çакă çимелли çуккине, апачĕ тăрă шыв пулнине пĕлтернĕ пулĕ тетĕп. Атте вăрçа кайиччен арманта ĕçленĕ те пирĕн çăнăх кăштах пулнă. Çавăнпа майĕпен саплашăнса пурăнаттăмăр, — каласа кăтартать ăш пиллĕ хĕрарăм.

Кил хуçи вилнĕ вăхăтра Римма Филипповна Улатăрти акушерсен шкулĕнче вĕреннĕ, анчах унăн çулталăк пĕлÿ илнине пăхмасăрах тăван килне таврăнса колхозра ĕçлеме тивнĕ. Çапла тухтăр пулас ĕмĕт путланнă.

1929 çулта çуралнă вăл. Хресчен çемйинче 7 ача: пĕр ывăлпа 6 хĕр çитĕннĕ. Римма — пиллĕкмĕшĕ. Паллах, нушине те, хуйхине те пайтах курнă. Инкекĕ те тупăнсах пынă. Аппăшĕ Анфис вилсен йыснăшĕ виçĕ ачипе тăрса юлнă. Асли тăваттăра, кĕçĕнни ултă уйăхра пулнă ун чухне. Пĕчĕкскерсене хĕрхенсе Римма йыснăшне качча тухнă.

— Тоньăна шеллесе камăн сĕт пур — пурте кăкăр ĕмĕртетчĕç. Вăл пĕчĕк чух­не «Ÿс­¬¬¬¬сен çак хĕре ырă упăшка çеç лектĕрччĕ», — ый¬таттăм. «Мĕншĕн пăхнă-ши мана», — тесе йĕмелле ан пултăрччĕ теттĕм. Тавах, пурнăçа ÿпкелемелле пулмарĕ хĕрĕн, — пытармасть Римма Филиппова.

Иван Савельевичпа вĕсем тата пилĕк ача çуратнă. Сак тулли сакăр ача çитĕнтернĕ темелле те... Шел, мăшăрĕпе 25 çул çеç пурăнайнă. Кĕçĕн ывăлĕ вуннăра чухне мăшăрĕ — вăрçă салтакĕ — çĕре кĕнĕ.

— Иванпа питĕ лайăх, килĕштерсе пурăннă эпир. Ĕçченччĕ. Вăрмана вутă вăрлама та темĕн чухлех кайнă пĕрле. Сивĕ пÿрте мĕнпе те пулин хутса ăшăтмалла-çке. Пурнăç нуши хистенĕ çапла тума. Йăмăкпа аннене те виçĕ кунта пытарма тиврĕ. Шăтăк чавма çын шырамалла — аванмарланатăп хам. Тин çеç виле пытарнă-çке... — аса илет кинеми.

Паян Римма аппа тĕп килте йăва çавăрнă кĕçĕн ывăлĕн Герăн çемйипе пурăнать. Кинĕпе 26-мĕш çул ĕнтĕ килĕштереççĕ.

Ялти ветеринар Хусанта вĕреннĕ. Куçăмсăр майпа ăс пухнăскер уйăхри ачине хунямăшĕпе тата упăшкипе хăварнă. Канмалли кунсенче çеç килнĕ вăл.

— Ялти фельдшерсем те «Çак ачана илсе юлма мĕнле хăраман-ха эсĕ», — тĕлĕнетчĕç. Сывлăхне кăтартма кайсан та «Амăшĕсенчен те илемлĕрех тăхăнтартатăн-çке», — тетчĕç. Саша мăнукăм хамăн ача пекех те, ашшĕпе амăшĕ ятлама пуçласан та вăрçтарас килместчĕ. Миçе çула çитичченех манпа çывăрчĕ тата. Ача чухне питĕ йĕретчĕ. Герăпа алла çĕклесе çĕрĕпе утаттăмăр. Пĕррехинче канмалли кун амăшĕ килсен кăкăрĕ çумне çеç тытрĕ — ача тÿрех лăпланса çывăрса кайрĕ. «Эх, пĕчĕкскер, амăшне туять-çке, ăшшине сисет», — хам йĕретĕп вĕт. Ан макăртăр тесе сĕте çур литрлă кĕленчепе те параттăмăр, — ассăн сывласа та, йăл кулăпа та аса илет мăнукне ÿстернине Римма аппа.

Ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ вăл. Хăмла пахчипе уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă, фермăра пăру пăхнă ĕç ветеранĕ. Алли те ăста унăн. Ачисене кĕпе-йĕм хăех çĕлесе тăхăнтартнă Римма Филипповна, алсиш-нуски те пайтах çыхнă. Халĕ вулама юратать. Мăнçырмари чи аслă çынсенчен пĕри, çывăх вăхăтра 87 çул тултараканскер, пĕлтĕр «кĕнеке чи нумай вулакан» ята та тивĕçнĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.