Йысна

1 Юпа, 2016

«Йыснана качча тухрăм»

— Демьян вăрçăран таврăнасса анне мĕн виличченех кĕтрĕ. «Ывăлăм чĕрĕ тенине илтессишĕн урама çарамас тухма хушсан та килĕшĕттĕм», — тетчĕ. Анчах пичче хыпарсăр çухалнă. Шыраттарса та пăхрăмăр — тупаймарăмăр.