Комментировать

1 Окт, 2016

Иванкка Микулин йăхĕнчен

Пĕр вырăнта лара-тăра пĕл­мест вăл. Çулĕсене пăхмасăр общество ĕçне хастар хутшăнать, çав вăхăтрах спортпа питĕ туслă. Унсăр пуçне чылай çĕре çитме, çĕннине тишкерме, алла илме тăрăшать. Пушă вăхăт тупăнсанах ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем çырать, йăх-несĕл тымарне тĕпчет. Сăмахăм — Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмин пирки. Иксĕлми вăй-халĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хавхалантарса тăрать ăна. Иртнĕ эрнере Салминсен хуçалăхĕнчи пĕчĕк пÿртре музей уçăлчĕ. Унта утă уйăхĕнчех пулса курма тÿр килнĕччĕ. Хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать вăл. Кунта Валерий Ивановичăн философи материалĕсемпе статйисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. «Çĕр чăмăрĕн татса паман ыйтăвĕ нумай. Ăна вара Çут тĕнче çеç пулăшма пултарать. Çак музейре хамăн философилле тавракурăма палăртасшăн, Иванкка Микулин йăх-несĕлне кăтартасшăн. Тĕнче аталанăвĕн вăрттăнлăхĕсене, вăй-хăватне кашнинех пĕлмелле. Тĕрĕс шухăшлавпа пурăнмалла», — çапла палăртать Валерий Иванович. Философи шухăшлавĕ малти вырăнта пулин те, çав вăхăтрах хăйĕн çемйине, тăван-пĕтенне, аваллăха сума суни курăнать ку çуртра.

Чăваш халăх академикĕн, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕн ĕç биографийĕ питĕ пуян. Малтан вĕрентекенре тăрăшнăскер каярах тĕрлĕ çĕрте экономистра вăй хунă Валерий Иванович. 1991 çулта ăна 8 яла пĕрлештерекен тăрăхăн пуçлăхне суйланă. Пилĕк çулта вăл ертсе пынипе ял халăхне чиркÿ, ваттисен çурчĕ туса панă. Культура çуртĕнчи спортзал та Валерий Салмин тăрăшнипех хута кайнă. Шăпах тата çав вăхăтра 1 гектар çĕр валеçме тытăннă, çавна май ялта çĕнĕ çуртсем хăпарнă, кил хуçалăхĕсем аталанма пуçланă. «Ĕç вырăнĕ тупма йывăр самантра çынсемшĕн çакă пысăк пулăшу пулчĕ паллах. Халăх пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма тытăнни, харпăр хăйĕншĕн тăрăшмаллине ăнланса илни сисĕнчĕ», — палăртать вăл. ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче 8 çул аслă преподавательте тăрăшнă, темиçе тĕрлĕ предмет вĕрентнĕ Валерий Салмин.

— 25 çухрăма ним мар парăнтарма пултаратăп, ГТО нормине те патăм. Кăçалхи утă уйăхĕнче Шупашкарта ветерансен хушшинче иртнĕ çăмăл атлетсен Раççей чемпионатĕнчен икĕ хутчен бронза медаль призерĕ пулса таврăнтăм. Вунă çухрăм маншăн сисĕнмерĕ те, сывлăш та пÿлĕнмерĕ, хама та аван туйрăм. Пушă вăхăт тупăнсанах уçă сывлăша тухатăп. Çанталăк мĕнле иккенне пăхса тăмастăп, вăл яланах ырă, унăн илемне курма пĕлмелле, витререн тăкса çумăр çăвать-и, пите касакан çил-тăман тустарать-и, эпĕ çавах виçĕ кунра пĕрре Елчĕк районĕнчи Кушкăна çити чупатăп. Кашни кун — 10-15 çухрăм. Хĕлле йĕлтĕр сыратăп, çакă мана киленÿ кÿрет. Спорт ĕмĕре тăсать, пур çамрăкăн та унпа туслашмалла. Анне те пĕр вырăнта лара-тăра пĕлместчĕ, 93 çула çитиччен пурăнчĕ, эпĕ унран та иртесшĕн-ха, — хавхаланса калаçать саккăрмĕш теçеткене кайнă Валерий Салмин.

Валерий Иванович мăшăрĕ Полина Кирилловна Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Кивĕ Эйпеçре аслă пионервожатăйра тăрăшнă.

Студент çулĕсенче паллашнă Салминсем. Çав вăхăта халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Салтакран таврăннă каччă чипер пикене тÿрех куç хывнă. Хĕр те çÿллĕ те патвар яша килĕштернĕ. «Юрату хăвачĕ тухатларĕ. Савни манран пĕр çул маларах диплом илнĕччĕ. Ăна çухатас мар тесе куçăмсăр майпа вĕренме тытăнтăм. Çапла майпа Елчĕк каччисене Полинăна туртса илме памарăм. Турă çырниех вăл манăн», — кил хуçи арăмĕ пирки ăшшăн каласа кăтартать Валерий Иванович. Пĕрлешсенех мăшăр Кушкăри ачасене вĕрентнĕ: упăшки — акăлчан чĕлхи, физика, географи, арăмĕ — вырăс чĕлхипе литератури. Кушкăран Тури Туçана куçса килсен ялти шкул сукмакне такăрлатнă Полина Салмина. Ачасене 40 çул яхăн вĕрентнĕскер «Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Кил хуçи арăмĕ çак таранччен ăшă кăмăллă та лăпкă пулни килĕшрĕ мана. «Мăшăрăм çынна нихăçан та усал сăмах каласа кÿрентермен пулĕ. Çемçе чунлă вăл, хăй пурнăçĕнче сасă хăпартса вăрçса та курман. Чăн-чăн çемье управçи. Ачасем те амăшĕ пек, пĕртте мана хывман. Полина Кирилловнăпа 46 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр. Ку тарана çитсе чĕрене ыраттармалли сивĕ сăмах каланине илтмен», — терĕ сывпуллашнă май Валерий Иванович.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.