Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле

1 Юпа, 2016

Çак эрнере республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Вăл каланă тăрăх Чăваш Ен историйĕнче регионтан РФ Патшалăх Думине пилĕк депутат суйланни хальччен пулман.

Партин регион уйрăмĕн секретарĕн Николай Маловăн докладĕнчен çакă паллă: "Единая Россия" представителĕсем Патшалăх Думин депутачĕсен 343 мандатне çĕнсе илнĕ.

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртнĕ. Ăна Елена Бадаева депутат ертсе пынă.

Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕ¬тĕмлетĕвĕсемпе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков паллаштарнă. Сасăлава республикăри суйлавçăсен 60 проценчĕ хутшăннă. Депутатсенчен çурри — 22-шĕ — пĕр мандатлă округсемпе, тепĕр 22-шĕ партисен списокĕсемпе суйланнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав кампанийĕ уçă та конкурентлă иртнине палăртнă, депутатсене халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме чĕнсе каланă.

Сессире ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне Валерий Филимонова суйланă. Унăн заместителĕсем — Николай Малов тата Альбина Егорова. Парламентра 4 комитет: Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики /председателĕ — Николай Малов/, Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе /Вячеслав Рафинов/ ĕçлекеннисем. РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн полномочийĕсене Вадим Николаева шанса панă. Парламент Аппарачĕн ертÿçине Надежда Прокопьевăна çирĕплетнĕ.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.