Мăнçырмасен мăнаçланмалли пурах
Раççей, тĕнче шайĕнчи предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлекен педагогсене премипе хавхалантарасси çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне кăçал янă Çырура пĕлтернĕччĕ. Çĕнĕ хыпара шкулти учительсемпе вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсем хапăлласах йышăнчĕç. Малашне çанă тавăрса тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет-çке ку.
Хавхалантарăва тивĕçнисен йышĕнчен чылайăшĕ — Шупашкарти шкулсемпе гимназисенче, лицейсенче ĕçлекенсем. Ăнланмалла ĕнтĕ: хулара ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма майĕсем ытларах. Ан тив, апла пулин те ялта та анлă тавракурăмлă, маттур çынсемех пурăнаççĕ. Кунта та шкула куллен пултаруллă та хастар вĕрентекенсемпе вĕренекенсемех килеççĕ. Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари вăтам шкулăн та мăнаçланмалли пурах. Ара, кунта шăпах çÿлерех асăннă премине тивĕçнĕ педагогсем — Надежда Лисицкаяпа Эльвира Архипова — тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Раççей шайĕнчи экологи олимпиадинче призерсен йышне лекнĕ Дима Лисицкий те ку шкултах ăс пухать.
Вĕрентекенсен кунĕ çывхарнă май республикăри маттур учительсемпе курса калаçас терĕмĕр.
Амăшĕн савăнăçĕ
Надежда Владимировна — Шăхаль хĕрĕ. Çемйипе çакăнтах тĕпленсе пурăнать. Кÿршĕ ялти шкулта вĕрентекенре вуннăмĕш çул тăрăшать вăл. Педагогикăри стажĕ вара — 20 çул. Тÿрех учитель ĕçне пуçăнма май килмен унăн. Диплом илсен тăван ялĕнче психологра тăрăшнă, ача садĕнче те, вожатăйра та ĕçлеме тÿр килнĕ. Ялти вăтам шкула тăхăр çул вĕренмелле туса хурсан ăна Мăнçырмана куçарнă. Тинех вăл специальноçпа биологи вĕрентме тытăннă, каярах — хими те.
Пилĕк ачаллă çемьере кĕçĕнни пулнă Надьăна вĕрентекен ĕçĕ илĕртнĕ.
— Биологипе географи урокĕсене Валентина Иванова ирттеретчĕ. Вĕсем çав тери килĕшетчĕç. Кăсăкланса итлеттĕм ăна. Валентина Владимировна пархатарлă ĕçне малалла тăсас тĕллевпех Чĕмпĕрти педагогика университетне кайрăм — кĕреймерĕм. Çулталăкран Шупашкарти педагогика университечĕн биологипе хими факультетĕнче вĕренме тытăнтăм, — каласа кăтартать Надежда Владимировна.
— Профессие килĕштермесен ачасемпе ĕçлеме çук паллах. Шăпăрлансене юратмасан тăрăшнин кăтартăвĕ те курăнмĕ. Çитĕнÿ малашне тата та тăрăшуллăрах пулма хавхалантарать. Ачасем тĕрлĕрен пулаççĕ: вĕренес текенни те, пĕлÿ тĕнчине туртăнманни те. Кахалланаканни кĕнеке вулама тытăнни те савăнтарать пире. Çакă та — çитĕнÿ, — кăмăл-туйăмне пытармасть биологипе хими вĕрентекенĕ.
Кăçал Раççей шайĕнчи экологи олимпиадинче малтисен йышне лексе Мăнçырма шкулĕн чысне çÿле çĕкленĕ Дима, халĕ 11 класра вĕренекенсер, шăпах унăн ывăлĕ. Надежда Лисицкая ăна биологипе географи вĕрентекенĕпе Эльвира Архиповăпа пĕрле хатĕрленĕ. Амăшĕ ывăлне ытларах хими енчен туртнă тăк, Эльвира Леонидова — биологипе. Паллах, шкулта вĕреннипе çеç çырлахаймăн, килте те нумай лармалла. Анлă тавракурăма малтан-мала пуянлатни те пĕлтерĕшлĕ.
— Историпе мĕн пĕчĕкрен кăсăкланать Дима. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех вулавăшран интереслĕ кĕнекесем илетчĕ. Эпĕ те тĕрлĕ энциклопедипе паллашма сĕнеттĕм. Класри ачасене професси суйлама сĕнме çăмăлрах. Хамăрăннисене — çук. Асли техника еннелле туртăнатчĕ те унпа мĕнле факультета каясси ыйту çуратмарĕ. Кĕçĕнни хăй те иккĕленет-ха. Тĕпчев илĕртет ăна, — тет амăшĕ.
Республика шайĕнче экологипе кăна мар, ытти предметпа та малти вырăна пĕрре мар тухнă Дима. Истори, общество, биологи, технологи, тăван тăрăх культурипе историйĕ тата географи тĕлĕшĕнчен тарăн пĕлÿ кăтартнă. Вĕренекен çитĕнÿ туни учителе хавхалантарать паллах. Ачисемшĕн мăнаçланмалли пур чухне амăшĕн чĕри епле савăнмĕ?
— Хими çăмăл предмет мар. Ача урока ăнланнипе-ăнланманни куçран пăхсах палăрать. Мĕн каланинчен сиксе, ÿксе юлас марччĕ тесе пĕри куçне илмесĕр çăвартан пăхса ларать. Тепри итлемеллине мансах каять. Вăл йăлт-ялт пăхма тытăнать. Кун пеккисене каялла урок теми патне тавăрма, паллах, тепĕр чухне шÿтлеме те, евитлеме те тивет. Ялт! çĕклеççĕ пуçĕсене. Ачасен вĕренме туртăм пур — çакă пирĕншĕн чи пахи. Вĕсенче пире хавхалантаракан вăй-хал тапать. Çакă та савăнтарать. Маттуррисем кашни класрах пур. Çитĕнÿ тăваканнисем те сахал мар, — палăртать Надежда Лисицкая.
«Ача яланах — ача»
Мăнçырма хĕрĕн-кинĕн Эльвира Архиповăн та вĕрентекен пулас ĕмĕчĕ шкултах амаланнă. Нина Андреева биологи учительне тĕслĕх вырăнне хурса хавхаланнă хĕр. Халĕ ĕнтĕ хăй те шкулта 23 çул тăрăшать. Паллах, çăмăл мар. Йывăрлăхсем те пулаççĕ. Анчах вĕсене çĕнтерсе пыни малалла тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме çеç хавхалантарать.
Çакна та каласа хăвармалла. Çемьери тĕрлĕ лару-тăрăва пула Эльвира Леонидовна аллине аттестат илсен Вăрнара зоотехнике вĕренме кайнă. Тикашра ĕçлеме пуçланă. Анчах чăн-чăн учитель пулма çуралнă çын çеç чăрмавсене пăхмасăр ĕмĕчĕ патнех туртăнать. Хĕр пуçĕнчен вĕрентекен пулас ĕмĕт нихăçан та пĕр самантлăха та тухман тейĕн. Вăл зоотехнике ĕçлеме вырнаçсанах Хусанти педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Ултă çултан аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен дипломлă пулса тăнă. Мăнçырмари вăтам шкулта малтан технологи, каярах биологи вĕрентме тытăннă. 2013 çултанпа географи урокне те ирттерет.
— Ачасемпе ватăлма вăхăт çук. Кашнинчех тĕрлĕ ыйту çуралать вĕсен, темĕн те кăсăклантарать кĕçĕннисене. Кашни уроках интереслĕ ирттерме тăрăшмалла, унсăрăн ачасене илĕртеймĕн. Пурнăç урапинчен юлас мар тесен хамăрăн та аталанмалла, тавракурăма анлăлатсах тăмалла. Çĕнĕ технологисемпе те, Интернетпа та усă куратпăр.
Кашни ÿсĕмĕн — хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултармалла тата. Паянхи ачасене 20 çул каяллахисемпе те танлаштараймăн. Пачах урăх. Анчах ача — яланах ача, — тет Эльвира Архипова.
— Дима çитĕнĕвĕ, паллах, пĕр çын ĕçĕ мар. Никĕсĕ — Шăхаль шкулĕнченех килет — çав тери çирĕп те анлă вăл. Ăна биологи, хими тата географи предмечĕсене Валентина Иванова /амăшне, Надежда Владимировнăна та учитель пулма вăлах хавхалантарнă — Авт./ вĕрентнĕ. Валентина Владимировна ачасене кăсăклантарма, предмет патне туртма пĕлет. Ытти вĕрентекен тÿпи те пысăк.
Республика шайне тухакан пултаруллă ачасем шкулта татах та пур. Пурте — маттур. Ачан хăйĕн туртăм пулмалла. Çавăн чухне çеç çитĕнÿ пулĕ. Коллектив та питĕ туслă. Пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр. Ура хурасси, ăмсанасси çук пирĕн, — çитĕнÿ тăвасси ĕçтешсенчен те нумай килнине хирĕçлемест вĕрентекен.
Сăмах май, виçĕ ывăл Архиповсен. Асли строительство енĕпе ĕçлет. Иккĕмĕшĕ — шăл тухтăрĕ. Виççĕмĕшĕ виççĕмĕш класра çеç вĕренет-ха. Лева кам пуласси ÿссен палăрĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментировать