Ăш пиллĕ анне: ырă кукамай

1 Окт, 2016

— Ĕмĕр иртнине сиссе те юлаймарăм. Çурхи шыв юххипе танах çав. Манпа пĕр çултисем ялта тăрса юлмарĕç те ĕнтĕ. Пăртак аслăраххисем иккĕн пур, — палăртать Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Мĕшĕл ялĕнчи 86 çулти Лидия Митрофанова.

Вăл халь хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе пурăнать. «Виçĕ ача çуратрăм, ывăлсен ĕмĕрĕ ытла та кĕске, икĕ-виçĕ кунлăх çеç пулчĕ. Тăваттăмĕшне чирлĕ, ăс-тăнран айванрах ача тесе тухтăрсем çураттармарĕç. Тĕрĕсех палăртнă-ши вĕсем ăна, темле çав. Çапах та Турă пăрахмарĕ мана. Хĕрĕм Таня йĕркеллех çитĕнчĕ, вăл пулмасан кам пăхĕччĕ-ши паян? Мăнуксем те кукамăшĕн сывлăхĕшĕн еплерех пăшăрханаççĕ. Кĕрÿ те хам ача пекех, нихăçан сивĕ сăмах каламан. Пĕр каçхине температура вăйлах хăпарчĕ, ниепле те анмасть. «Кукамай, ĕнер ытла хытă хăратрăн, упра-ха сывлăхна, 100 çула çитиччен пире савăнтарса пурăн-ха», — ирхине хăй çумне ăшшăн çупăрларĕ Света мăнукăм. Вăл çапла каласан чунăм тата çемçелсе кайрĕ, куçăмран вĕри куççулĕм питçăмарти тăрăх юхса анчĕ. Мăшăртан та çамрăклах, 39 çултах тăрса юлтăм, чирлесе вилчĕ вăл», — каласа кăтартать Лидия Митрофановна.

Амаçурипе çитĕннĕ

— Тăван аннем ача çуратнă хыççăн юн кайнипе вилнĕ. Больницăра лайăх пăхман ăна. Чылайччен асапланса выртнă вăл унта, пепки шăнасран хăраса ăна хăйĕн вăрăм çÿçĕпе чĕркеме вăй çитернĕ, анчах та нумай юн çухатнипе йывăрланнăскере никам та пулăшу паман. Ачи те çумĕнчех хытса выртнă. Кайран, чылай вăхăт иртсен, больницăри пăтăрмах пирки аттене унта ĕçленĕ санитарка каласа кăтартнă. Анне 14 ача çуратнă, вĕсенчен иккĕшĕ çеç пурăнать паян. Эпĕ чи асличчĕ, çавăнпа та хуçалăхри мĕнпур йывăр ĕç ман çине тиеннĕ. Çывăх çыннăм вилсен атте тепре авланчĕ. Амаçури анне ăçтан лайăх пултăр вăл? Уйрăмах Кăшарни çитсен чун хурланатчĕ. Уява ытти çамрăкпа тан апат-çимĕç илсе каяйманшăн вăтанаттăмччĕ. Сăрине анне шеллесе çеç ярса паратчĕ, амаçуринчен юр айне пытарса хунă какая кĕрт йыттисем çисе яратчĕç. Эх, тăван анне ăшшине мĕн çиттĕр! — халĕ те çывăх çыннине аса илсе куççульленет Лидия Митрофановна.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 11 çулта пулнă. «Çĕрле уя чавка пуç /клевер/ пуçтарма илсе каятчĕç. Вăй çитет-и, çитмест-и, колхозри пĕр ĕçрен те юлман эпир. Киле сăмса тутрипе чĕркесе пăртак та пулин çăнăх илсе килме мехел çитереттĕмĕр. Кĕлет пуш-пушăччĕ, симĕс курăк яшкипе улталанă хырăма. Çуркунне кăчкă, серте-пултран çинĕ. Çире яланах çĕтĕк те саплăклă тумтирччĕ», — вăрçă çулĕсене аса илет Лида аппа.

Андриян Николаевпа пĕрле вĕреннĕ

— Вăрçăран аманса таврăннă атте ял тăрăхĕн ертÿçинче тăрăшатчĕ. Питĕ ăслăччĕ вăл, пире пĕрмай вĕренме хистетчĕ. Аттен сăмахĕнчен иртмерĕм, шкул хыççăн тÿрех Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытрăм. Пÿлĕмре вун виççĕн пурăнаттăмăр. Пĕр хĕрачи Роза ятлăччĕ-ши, унпа Андриян Николаев туслăччĕ. Эпир ăна Андрей тесе чĕннĕ-ха ĕнтĕ. Николаевсем те ыттисем пекех йывăр та чухăн пурăннă ун чухне, урине çăпата сыратчĕ вăл, тăла чăлхи çукчĕ, çавăнпа икĕ нуски тăхăнатчĕ: аялти шурăччĕ, çиелти хураччĕ. «Андрей, апла ан çÿре-ха, малтан хурине, çиелтен шуррине тăхăн», — теттĕмĕр. «Шурри хăвăрт хуралать-çке, хĕрсем, мана кайран кам çуса парĕ?» — ăшшăн кулса калаçатчĕ. Шуршăлтан Сĕнтĕрвăррине çуран çÿретчĕ, питĕ аван вĕренетчĕ Андриян. Хайхи хĕрачапа тăватă çул туслă çÿрерĕç, куçран куç пăхса иккĕшĕ вăрах, каçченех калаçса ларатчĕç. Вахтер тепĕр чухне общежитие кĕртсе ярасшăнах марччĕ ăна. «Эпĕ ашкăнмастăп, никама та кÿрентерместĕп, чун каниччен калаçса ларатăп та таврăнатăп», — хитре калаçса вахтер кăмăлне тупма пĕлетчĕ тата хăй. Питĕ лайăх каччăччĕ, ырă кăмăллă та сăпайлăччĕ. Ун чухнех вăл: «Кунта пĕлÿ илнĕ хыççăн эпĕ малалла каятăп, пысăк çын пулатăп», — тетчĕ. Андриян Николаевпа пĕрле вĕренме май килни те — телей, — тет Лидия Митрофановна.

Ялта ят яман

Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă хĕрачана направленипе Дзержинскри сĕтел-пукан заводне ĕçлеме янă. «Малтанхи кунах мастера çирĕплетрĕç. Цехра питĕ сивĕччĕ. Çичĕ çулта аптратнă чир çĕнĕрен ярса илчĕ, мĕнпур шăмшак ыратма пуçларĕ. «Пăрахса кил халех, алăсăр-урасăр юлсан кама кирлĕ пулăн?» — ăс пачĕ атте. Итлерĕм ăна, яла таврăнса сысна фермине вырнаçрăм», — хăй пурнăçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартать кинеми. «Звезда» совхозра тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă вăл. Куç хупман каçсем, çĕрле тÿрех вуншар амана çăвăрлаттарни чылай пулнă унăн. «Йывăрччĕ, анчах та çак ĕçе чунтанах парăннăччĕ. Совхоза çĕклес тесе вăл вăхăтра хыпса çуннă эпир. Хĕрĕм Таня та пĕрмаях мана пулăшма пыратчĕ, ÿссен никам та мар, зоотехник-ветеринар пулас терĕ вăл та. Вăрнарти совхоз-техникума çул тытрĕ», — паллаштарать Лида аппа.

Лидия Митрофанова — ĕç ветеранĕ. Хисеп, тав хучĕсем — арча туллиех. Хăй пурнăçĕнче икĕ пÿрт лартнă вăл. «Вăрçине те, выçлăхне те тÿссе ирттертĕмĕр. Çамрăклах арçынсăр тăрса юлтăм пулин те пурнăçра хуçăлмарăм. Ял çинче чыса çухатман, çавăнпа çын куçĕнчен те вăтанмасăрах пăхаятăп. Хĕн-хурне сахал мар курнă пулин те телейлĕ эпĕ. Халь хуларан кашни эрнерех килекен мăнук ачисемпе савăнатăп. Сирĕн хаçата питĕ юратса вулатăп», — урама тухсах ăсатса ячĕ Лидия Митрофановна.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.