Архив - 8 Окт, 2016

8 Окт, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 39 /961/ №. 8.10.2016

8 Окт, 2016

Хăйĕншĕн мар, халăхшăн тăрăшнă

Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкăри Августина Константинова те хăнасем килессе сиссе, те хулана кайнă мăшăрне кĕтсе сĕтел тулли апат хатĕрленĕ. Çитмĕл саккăрти вăр-вар хĕрарăм шаркку, кукăль, çăкăр пĕçернĕ, тăпăрч юхтарнă. Темиçе тĕрлĕ чей, кофе, канфет, печени, сыр кăларса лартрĕ вăл.

8 Окт, 2016

Мана яланах ăнăçать

Валентина ТЕЛЕЙ,  юрăçЮлашки вăхăтра сцена çине тухманпа пĕрех. Аннене, пиччене пăхнă вăхăтра концерта хутшăнма кăмăл пулман. Иккĕшĕ те çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Тĕнчери чи çывăх çыннăм Наталья Николаевна Матросова 93 çула çитиччен пурăнчĕ. «Юрла, хĕрĕм, юрла, çынсене савăнтар», — каласа хăварчĕ мана.

8 Окт, 2016

«Атте сĕтелĕ лайăхрах»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕлти Терентьевсем тулли карçинккапа çывăхри вăрмантан таврăнатчĕç. «Çакăн чухлĕ кăмпа нихăçан та курман, нÿхрепре банка лартма вырăн юлмарĕ кăçал, чун çавах катана туртать. Ачаран вăрманта ÿснĕрен çĕр айĕнчен мăкăрăлса тухнă «шлепкесене» лайăх паллатăп.

8 Окт, 2016

Пилеш кайăкĕсем иленеççĕ

Патăрьел тăрăхĕнчи Тĕрĕньел ялĕн айккипе Ыхра шывĕ авкаланса выртать. Кĕперĕн сылтăм енчи çырма пысăклансах пынăран колхоз кунта тахçанах тырпул çитĕнтерме пăрахнă. Шурлăхлă вырăнта йĕркеллĕ нимĕн те ÿсменнине кура хуçалăх валеçсе панă пай çĕрĕсем те пурăна киле пушанса юлнă.

8 Окт, 2016

Çĕнĕ мелсемпе сиплеççĕ

Тĕп хулари «Богданка» тата «Сад» микрорайонсенче пурăнакансемшĕн кĕçнерникун пысăк уяв пулчĕ. Богдан Хмельницкий урамĕнчи 123А çуртра, Хулари стоматологи поликлиникин 8-мĕш учрежденийĕ хута кайрĕ.

8 Окт, 2016

Кам вăл Хорло?

Района командировкăна каймассерен библиотекăна кĕрсе тухма тăрăшатăп. Раççейри Кино çулталăкне халалланă курав яланах куç тĕлне пулать. Тани Юнăн "Иртнĕ кунсем-çулсем" кĕнеки тавра калаçу пуçаратпăр. Унта чăвашла картинăсем ÿкерни çинчен çырса кăтартнă вăл. Асаилÿ шыв юххи пекех вуланать. "Атăл пăлхавçисем" чăвашсен пĕрремĕш фильмĕнчи Элиме рольне çăпатапа утма, кĕвентепе шыв йăтма, кĕпе чÿхеме, сÿс тÿме пĕлмен хĕре шанса пани, паллах, режиссера тарăхтарнă. Хăш-пĕр сыпăкра ун вырăнне Тани Юна выляма лекнĕ.

8 Окт, 2016

"Вести Чувашии", (№ 40 (1508)) от 8 октября 2016 года

Указ Главы Чувашской Республики от 30 сентября 2016 года № 137 «Об утверждении Положения о реестре государственных гражданских служащих Чувашской Республики в органе исполнительной власти Чувашской Республики».

8 Окт, 2016

Йытă йĕр тăрăх каять

Чăваш Енри кинологи службин историйĕ 1927 çултах çырăнма пуçланă. Ун чухне хресченсен ĕç милицине йывăр преступленисене уçăмлатма виçĕ йытă уйăрнă. Тăватă ураллă сыхлавçăсем маларах милицин уезд штачĕсенче те пулнă-ха.

Страницы