Пилеш кайăкĕсем иленеççĕ

8 Окт, 2016

Патăрьел тăрăхĕнчи Тĕрĕньел ялĕн айккипе Ыхра шывĕ авкаланса выртать. Кĕперĕн сылтăм енчи çырма пысăклансах пынăран колхоз кунта тахçанах тырпул çитĕнтерме пăрахнă. Шурлăхлă вырăнта йĕркеллĕ нимĕн те ÿсменнине кура хуçалăх валеçсе панă пай çĕрĕсем те пурăна киле пушанса юлнă.

Ку тăрăхра паттăр та ĕçчен халăх пурăнни кирек хăш яла пырса кĕрсен те курăнать. Типтерлĕхе, хитрелĕхе юратаççĕ Патăрьелсем. Урамра ытлашши пĕр япала выртнине, хÿме çумĕнче вутă тавраш, строительство материалĕ купаланса тăнине те кураймăн. Тăван ял хăтлăхĕпе илемĕшĕн, ахăртнех, кашниех яваплă. Аслă çул айккинче хытхура пусса илнĕ çĕр илемсĕр выртни Тĕрĕньелсене, уйрăмах çакăнта çуралса ÿснĕ Валерий Игорева тахçантанпах канăç паман. «Ялта кăна мар, ун таврашĕнче те тирпей-илем хуçаланмалла. Аслă çулпа çÿрекенсем мĕн калĕç? Çав çырмана мĕнле те пулсан хупламаллах пирĕн, йывăç лартмалла-ши? Кану вырăнĕ йĕркелесен тата аванччĕ», — чи малтан ашшĕ-амăшĕпе канашланă ывăлĕ. Шел те, Канашра пурăнаканскерпе курса калаçма май килмерĕ. Ашшĕ Петр Терентьевич аслă ывăлĕн пархатарлĕ ĕçĕшĕн тем пекех хĕпĕртет халь, ялтан аякра мар вырнаçнă çырмари катапа пире кайсах паллаштарма кăмăл турĕ. «Йывăç çине алă ан çĕкле, вăл санăн ывăлна та. мăнукна та кирлĕ пулĕ», — пысăк саспаллисемпе çырса хунă хăма татки аякранах курăнать. Вунă çул каяллах ретĕн-ретĕн лартса тухнă хырсем пысăкланнă ĕнтĕ. Пилешсем те çырла пама тытăннă. Юмансем те вăй илсе çÿлелле çĕкленнĕ. Уçланкăра хыр кăмпи чылай шăтнăччĕ. «Ял халăхĕ иртен пуçласа каçченех колхозра çĕрулми суйлать, кăмпа пуçтарма та вăхăт çук вĕсен. Питĕ маттур пирĕн енчисем, пĕри тепринчен лайăхрах пурăнма тăрăшаççĕ, курăк ÿстерсе хура çĕре сая ямаççĕ, çулсерен тонни-тоннипе пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, 4-5 ĕне усраççĕ», — терĕ Петр Игорев. Çырмара çăл та чавтарнă Валерий Петрович. Сиплĕ шыва тутанмашкăн хыр йывăççинчен курка çакса хунă. «Ку вырăна çамрăксем питĕ кăмăллаççĕ. Уявсене, кану кунĕсене çакăнта ирттереççĕ, шашлăк пĕçереççĕ, вăйă выляççĕ. Аякри çула тухнисем ăш пиçнипе çăлкуç шывне ĕçме чарăнаççĕ. Лаптăкĕ пĕчĕкех мар, 4-5 гектар таран йышăнать. Тахçан кĕтÿ çÿренĕ пулсан, халь выльăх кĕмест кунта. Йывăç лартма эпир çемйипех тухнăччĕ, ялти çамрăксем те айккинче юлмарĕç. Çавăн чухне пуçаруллă, çаврăнăçуллă пулман тăк халĕччен вăл тĕпсĕр çырмана çаврăнатчĕ пулĕ. Пирĕн кил умĕнчи виçĕ пилеше те асра юлтăр тесе ятарласа çав кун лартнă, кĕр çитсен унта кайăксем иленеççĕ», — хавхалансах каласа кăтартать Петр Терентьевич.

Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ Игоревсем. Ачисем, мăнукĕсем маттур та тăрăшуллă пулнишĕн чунтан хĕпĕртеççĕ Петр Терентьевичпа Дарья Макаровна. «Асли Валера — строитель, вăталăххи — Николай, тăван хуçалăхра трактористра тăрăшать, Геннадий — полици ĕçченĕ. Икĕ хĕр качча кайса çемье çавăрнă. Карчăкпа иксĕмĕр ватлăхра Сызраньтен куçса килнĕ Кольăн çемйипе шăкăлтатса пурăнатпăр. Ачасем таса-сывă та телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Хулара тĕпленсен те чунпа вĕсем Тĕрĕньелĕнчех, çакă савăнтарать пире. Çуралнă кĕтесе, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене пăрахмаççĕ», — сывпуллашрĕ Петр Терентьевич.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.