Комментировать

8 Окт, 2016

Çĕнĕ мелсемпе сиплеççĕ

Тĕп хулари «Богданка» тата «Сад» микрорайонсенче пурăнакансемшĕн кĕçнерникун пысăк уяв пулчĕ. Богдан Хмельницкий урамĕнчи 123А çуртра, Хулари стоматологи поликлиникин 8-мĕш учрежденийĕ хута кайрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата ыттисем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев ку тăрăхра пурăнакансене поликлиника хута кайнă ятпа саламларĕ. «Республика хули-ялĕн çыннисем хăйсем пурăнакан вырăнтах сипленме пултарччăр тесе хамăр ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатпăр», — терĕ вăл.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем стоматологи поликлиникипе паллашрĕç. Сăмах май, çĕнĕ учреждение тумашкăн, кăткăс оборудованипе пуянлатмашкăн 32 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Унăн лаптăкĕ — 290 тăваткал метра яхăн, пĕр сменăра 120 пациента йышăнма пултарать. Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх, шăла сипленĕ тата реставрациленĕ чухне çĕнĕ мелсемпе тата пломбăн хальхи йышши материалĕсемпе усă кураççĕ. Кунта тĕрлĕ протезпа, амбулатори хирургийĕн, ортодонти пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, шăл имплантацийĕ тăваççĕ.

Шăла обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ тăрăх тÿлевсĕр те, харпăр хăй шутĕнчен те сиплеççĕ.

Елена ГЛУХОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.