Архив - 8 Окт, 2016

8 Окт, 2016

Тăван чĕлхе – кăмăл-сипет, ăс-хакăл тупри

Вĕрентекен ĕçĕ — пĕлтерĕшлĕ те яваплă тивĕç. Унăн пулас ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма, ырă чунлă ÿсме, çут çанталăка юратма, тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентмелле. Шкул ачин пуласлăхĕ нумай чухне шăпах вĕрентекен пултарулăхĕпе ăсталăхĕнчен килет. Çакна асра тытса Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Кăçал вăл ĕçлеме тытăннăранпа вунă çул çитрĕ.

8 Окт, 2016

Ют çĕршыври юлташĕсем хыпар яраççĕ

Етĕрне районĕнчи Кăкшăм вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕн Надежда Ивановăн чикĕ леш енче юлташ нумай. Нумаях пулмасть Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринчи Генуяри Биргит фон Нордхайм крокус суханĕсем янă. Кĕçех посылка Чăваш Республикине çитĕ. Анат Мучар хĕрĕ тусĕ валли кучченеç хатĕрлет.

8 Окт, 2016

Алăри çĕрре кăтартрăм

Пĕтĕмпех йĕркипе каласа кăтартас килет. Ун чухне эпĕ, тин çеç диплом илнĕскер, ĕç шыраттăм. Ваккатсен пĕчĕк фирминче секретаре вырнаçма тÿр килчĕ. Фирма сăнĕ пулма килĕшетчĕ мана. Арçынсен хушшинче ĕçленĕ май ăшă сăмах тăтăшах илтеттĕм. Тĕрĕссипе, вĕсем пиллĕкĕн çеçчĕ, анчах хĕре мĕн те пулин каласа кăмăлне уçмалли хăйĕн тивĕçĕ тесе кашниех шухăшлатчĕ.

Часах вĕсенчен çамрăкки — Коля — мана куç хывни палăрчĕ. Малтанах яш манпа ĕç çинчен çеç калаçатчĕ-ха. Пушă вăхăт тупăнсанах юнашар пырса ларатчĕ. Каярах эпир кăнтăрлахи апата пĕрле çÿреме тытăнтăмăр.

Страницы