Тăван чĕлхе – кăмăл-сипет, ăс-хакăл тупри

8 Окт, 2016

Вĕрентекен ĕçĕ — пĕлтерĕшлĕ те яваплă тивĕç. Унăн пулас ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма, ырă чунлă ÿсме, çут çанталăка юратма, тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентмелле. Шкул ачин пуласлăхĕ нумай чухне шăпах вĕрентекен пултарулăхĕпе ăсталăхĕнчен килет. Çакна асра тытса Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Кăçал вăл ĕçлеме тытăннăранпа вунă çул çитрĕ.

Чи малтанах пĕрлĕхе пухăнма хулари тĕрлĕ шкулти 81 вĕрентекен кăмăл тунă тăк, паян пĕрлешÿре — 189 çын. Вĕсем тĕрлĕ мастерскойпа лабораторире — «Çамрăк вĕрентекенсен шкулĕ», «Чăваш чĕлхипе литературин урокĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курни», «Литература тĕпелĕнче», «Методикăри çĕнĕлĕхсем», «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ», «Г.Н.Волков академик еткерĕ», «Çĕнĕ технологисемпе класс тулашĕнче усă курни», «Вĕренÿри çĕнĕлĕхсем», «Шкул пурнăçĕнче проект технологийĕпе усă курни» — тăрăшаççĕ.

Ачан ăс-тăнĕпе чун-хавалне, культурине аталантарасси, кулленхи хутшăнура чăваш чĕлхипе усă курма хăнăхтарасси — пирĕн тĕп тивĕç. Унра — пуласлăх никĕсĕ. Вĕрентекенĕн хăйĕн те яланах шыравра пулмалла. Тĕрлĕ конкурспа уяв, семинарпа ăсталăх класĕ, çавра сĕтел, уçă урокпа класс тулашĕнчи мероприяти, çулçÿрев, куравпа тĕлпулу ирттерни вĕрентекенĕн ăсталăхне чылай ÿстерет.

Тен, çавăнпах Мускавра иртекен «Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхене тата вырăс чĕлхине вĕрентекен ăстаçăсен урокĕ» конкурсра Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн членĕсем Анисия Игнатьева /12-мĕш шкул/, Галина Абрамова /59-мĕш шкул/, Мария Печникова /50-мĕш шкул/, Ирина Диарова /33-мĕш шкул/ хутшăнса тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнчĕç. Çитĕнÿ никĕсĕ — тăван чĕлхе, сăмахлăх, халăх ăс-хакăлĕ, сăвви-юрри, ташши, тĕрĕллĕ тумĕ, чыслă ывăл-хĕрĕ.

Вĕрентекенсен хушшинче Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне илнисем те пур. «Пултаруллă çын пур ĕçре те маттур», — тенĕ ваттисем. Таçта та ĕлкĕреççĕ хастар вĕрентекенсем. Тĕрлĕ конкурсра палăраççĕ. Хула, республика шайĕнче йĕркеленекен мероприятисенче те хастар вĕсем.

Учительсем музейсемпе, вулавăшсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Унта ирттерекен чылай мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Тулайри вĕрентекенсем патне тухса кĕме те тĕрлĕ май шыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Анисия Игнатьева, Галина Николаева, Валентина Лисицына, Ирина Диарова Тутар республикинчи Нурлат тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче хăнара пулчĕç, унти вĕрентекенсене ăсталăх класĕсем кăтартрĕç. Кăшт вăхăт иртсен Нурлатри ĕçтешсем Геннадий Волков ăсчаха асăнса ирттернĕ конференцие çитрĕç. 2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче Пушкăрт Республикинчи аслă поэтăмăрăн Константин Ивановăн тăван ялĕнче иртнĕ пысăк уява Юлия Анисимова, Лариса Анисимова, Зоя Лукина хутшăнчĕç.

«Кĕрен парăс» кану лагерĕнче çуллен чăваш смени ĕçлет. Унта вĕренÿре палăрнă, чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятире çĕнтернĕ чи пултаруллă та маттур ачасем канаççĕ. Пушкăртстанран, Тутарстанран, Сарă ту, Чĕмпĕр, Эрĕнпур, Пенза, Тюмень тăрăхĕсенчен, Мускав хулинчен, Беларуçран 40-50-шар ача пухăнать. Ятарлă сменăн тĕп тĕллевĕ – ачасене несĕлсен чĕлхине калаçу урлă аталантарма пулăшасси, халăх историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе май килнĕ таран тарăнрах, туллинрех паллаштарасси, тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан ачасен туслăхне, çыхăнăвне çирĕплетесси, чăвашлăх туйăмне вăйлатасси. Кану лагерĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те вожатăйра тăрăшаççĕ. Кунта лекме çирĕп суйлав витĕр тухаççĕ вĕсем. Телейлисен йышĕнче пирĕн ассоциаци членĕсем те сахал мар.

Юлашки 3-4 çулта хулари чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ветерансен союзĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Нина Димитриева тăрăшнипе социаллă тĕрлĕ проект пурнăçа кĕрет. «Икĕ çăлтăр: ветеранпа мăнукĕ» тата пултарулăх ытти конкурсĕнче Лидия Кузьмина /3-мĕш лицей/, Светлана Кабирова, Надежда Баталина /17-мĕш шкул/, Галина Николаева /56-мĕш шкул/, Альбина Купцова /44-мĕш лицей/, Валентина Лисицына /20-мĕш шкул/, Людмила Никифорова /49-мĕш шкул/ тата ыттисем дипломсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Пултаруллă вĕрентекенсенчен пĕри — Галина Абрамова — ырми-канми ĕçлесе вырăс шкулĕн 1-7-мĕш класĕсем валли вĕренÿ кĕнеки, ĕç тетрачĕсем, пуçламăш классем валли электрон пособисем кăларма пултарчĕ. Унпа пĕрле ытти вĕрентекен те тăрăшса ĕçлет. Раиса Гурьевăпа Елена Мулюкова, Мария Печникова та шкул ачисемпе вĕрентекенсене хăйсен кĕнекисемпе савăнтарма май тупрĕç. Меслет кĕнекисен авторĕсем те хамăр вĕрентекенсемех.

Малашне те наци культурин никĕсĕ çине таянса çамрăк ăрăва тăхăм-несĕле упрама, çирĕп те ăслă чăваш пулма вĕрентесчĕ.

Надежда ГОРДЕЕВА,

мониторингпа аталану центрĕн методисчĕ,

Зоя ЛУКИНА,

Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературин ассоциацийĕн ертÿçи.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.