Комментировать

8 Окт, 2016

Алăри çĕрре кăтартрăм

Пĕтĕмпех йĕркипе каласа кăтартас килет. Ун чухне эпĕ, тин çеç диплом илнĕскер, ĕç шыраттăм. Ваккатсен пĕчĕк фирминче секретаре вырнаçма тÿр килчĕ. Фирма сăнĕ пулма килĕшетчĕ мана. Арçынсен хушшинче ĕçленĕ май ăшă сăмах тăтăшах илтеттĕм. Тĕрĕссипе, вĕсем пиллĕкĕн çеçчĕ, анчах хĕре мĕн те пулин каласа кăмăлне уçмалли хăйĕн тивĕçĕ тесе кашниех шухăшлатчĕ.

Часах вĕсенчен çамрăкки — Коля — мана куç хывни палăрчĕ. Малтанах яш манпа ĕç çинчен çеç калаçатчĕ-ха. Пушă вăхăт тупăнсанах юнашар пырса ларатчĕ. Каярах эпир кăнтăрлахи апата пĕрле çÿреме тытăнтăмăр.

Коля илĕртÿллĕ те чипер яш. Кăштах туллирехчĕ паллах. Калаçма, хутшăнма пĕлни пуринчен ытла килĕшетчĕ мана. Унпа вăхăт ирттерме те интереслĕччĕ: шÿтлетчĕ, кулăш калатчĕ... Костюм тăхăнсан епле илĕртÿллĕ тата! Мода пĕр-пĕр журналĕнчи сăнран нимĕнпе те кая марччĕ. Хĕр-тусăм Наташа та эпир килĕшÿллĕ курăннине калатчĕ.

Кольăпа туслашиччен эпĕ пĕр каччăпа та çÿресе курман. Пĕтĕм вăхăта вĕренĕве уйăраттăм. Клубсемпе ташă каçĕсенчен те пăрăнса иртеттĕм. Костюм тăхăннă, чечек парнелекен япшар чĕлхеллĕ яша пуçăма çавăрма нумай кирлĕ пулнă-и? Ĕç хыççăн кафе-ресторана чĕнетчĕ. Кольăсăр пуçне урăх никам та кирлĕ марччĕ мана.

Пĕррехинче тусăм хăнана чĕнчĕ. Юлма хистесех ыйтрĕ. Ачаш та çепĕç сăмахсемпе илĕртнĕренех килĕшрĕм. Часах савни качча пыма ыйтасса кĕтме тытăнтăм. Коля туй пирки нимĕн те шарламастчĕ, анчах ĕç-пуç çемье çавăрас енне сулăннине туяттăм. Иксĕмĕр çÿренине ĕçре те пурте пĕлетчĕç. Пурнăç çав тери илемлĕ туйăнатчĕ. Вăхăт иртнĕ май пĕтĕмпех улшăнчĕ тульккăш...

Пирĕн фирмăна тепĕр хĕр килчĕ. Экономика факультетне пĕтерекенскерне практика тухни кирлĕччĕ. Ашшĕ хулари паллă пĕр усламçă. Шăпах вăл пирĕн пуçлăхпа калаçрĕ те.

«Сумлă» хăна килсе кайнă хыççăн Василий Петрович мана хăйĕн патне чĕнчĕ. Ырантан тепĕр бухгалтер килессе, ун валли ĕç вырăнĕ хатĕрлемеллине палăртрĕ. Аленăпа ырă кăмăллă пулмаллине асăрхаттарчĕ. Пуçлăх ыйтнине пурнăçларăм паллах. Çĕнĕ çын мана тÿрех килĕшмерĕ, вăл хăйне ытла та мăнкăмăллă тытрĕ.

— Пуян ашшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ. Иртĕхнĕ. Ĕçлеме хăнăхман. Унпа çыхланиччен — çыхланманни. Асăрхан, — терĕ пурнăçра темĕн те курнă Лариса Петровна бухгалтер.

Алена тÿрех кутăнлашма пуçларĕ: «Мана урăх пукан кирлĕ», «Мĕншĕн сирĕн кофеварка çук?», «Кун пек йÿнĕ калемпа çырмастăп эпĕ!». Василий Петрович ыйтнине асра тытса çĕнĕ ĕçтеш кăмăлне шăл çыртса тивĕçтертĕм. Анчах малалла мĕн пулса иртни тарăхтарчĕ.

Аленăна Коля вĕрентме тытăнчĕ. Малтанах тусăм çакна мана пулăшма тăрăшнипе ăнлантарчĕ. Чăнах та, Аленăна черетлĕ хутчен мĕн те пулин кирлĕ чухне ыйтнине Коля пурнăçларĕ. Лару-тăру куç умĕнчех улшăнчĕ çав. Коля Аленăна хитре сăмахсем каларĕ, кăмăлне тивĕçтерес тесе тĕпĕртетрĕ çеç ун умĕнче.

Пĕррехинче эпĕ савнине Алена умĕнчех ыталарăм, хăлхинчен темĕн пăшăлтатрăм. Ку ĕнтĕ эпĕ çĕнĕ çынна: «Коля — манăн», — тени пулчĕ. Вăл тÿрех сăнран улшăнчĕ. Çакăн чухне хама валли тăшман тупнине ăнлантăм. Унран та ытла Коля тĕлĕнтерчĕ. Вăл аллăма хулпуççийĕ çинчен илсе куçран сиввĕн пăхрĕ. Каярах айккине пăрăнсан:

— Эпир туслине пурне те пĕлтермесен те юрать, — терĕ.

— Унччен сана çакă вăтантармастчĕ-çке, — калама çеç ĕлкĕртĕм.

Вăл çаврăнса малалла утрĕ. Темиçе кун калаçмарăмăр. Çак тапхăрта Коля Алена тавра çеç чупкалани каламасăрах паллă. Бухгалтер та ман умран мăнкăмăллăн иртрĕ.

— Майра пурлăхне куç хывнă ĕнтĕ. Коля çинчен ан шухăшла, — лăплантарма тăрăшрĕ Наташа тусăм.

Тепĕр кунах отпуск ыйтрăм. Пуçлăх мана сăмахсăрах ăнланчĕ, икĕ эрнене канма яма килĕшрĕ. Çак вăхăтра Мускаври икĕ сыпăкри аппа патĕнче хăналантăм. Кăштах уçăлтăм.

Ĕçрен каяс килетчĕ, анчах пирĕн пĕчĕк хулара урăххине тупма çăмăл мар. Çавăнпах малтанхи вырăнах тухма тиврĕ. Кунта вара йăлт мансăрах татăлнă иккен. Пуçлăх хăйĕн патне чĕнтерчĕ. Куçран пăхма хăяймасăр урăх вырăн шырама ыйтрĕ. Василий Петрович патне Аленăн ашшĕ килнĕ-мĕн. Эпĕ ĕçсĕр те, савнисĕр те юлтăм.

Виçĕ уйăхран урăх ĕçе вырнаçрăм. Çулталăкран пулас мăшăрпа паллашрăм. Вăхăт иртнĕ май Коля асăмран çухалчĕ.

Анчах вăл — çук иккен. Туй хыççăн çур çултан хамăрăн çурт умĕнче ĕлĕкхи савнине куртăм.

— Галя, каçар мана, — аран тухрĕ унăн сасси.

Нимĕн те хуравламарăм. Аллăмри çĕрре кăтартрăм та пăрăнса утрăм.

Анчах пурнăç пирĕнпе шÿтлет тейĕн. Сакăр çултан тепре куртăм ăна. Ĕçлеме пирĕн пата килчĕ. Коля улшăннă сăнĕнчен — пурнăç аванах силлени, ĕçме юратни палăрчĕ. Аленăпа уйрăлнă иккен.

Пирĕнпе нумай ĕçлемерĕ вăл, часах Мускава тухса кайрĕ. Вăл епле пурăннине пĕлместĕп. Пурнăçра пĕтĕмпех каялла çаврăнса çитнине çеç аван ăнланатăп халĕ.

ГАЛИНА.

Шупашкар хули.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.