Йытă йĕр тăрăх каять
Чăваш Енри кинологи службин историйĕ 1927 çултах çырăнма пуçланă. Ун чухне хресченсен ĕç милицине йывăр преступленисене уçăмлатма виçĕ йытă уйăрнă. Тăватă ураллă сыхлавçăсем маларах милицин уезд штачĕсенче те пулнă-ха. Каярах вĕсем Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Канаш, Патăрьел районĕсенче те пулăшма тытăннă. Вĕсен ĕçне уголовлă шырав инспекцийĕ тĕрĕслесе тăнă. Йытăсене Василий Морозов хатĕрленĕ. Вăлах вĕрентÿ курсне йĕркелесе пынă. Шыравçă-йытăсен питомникĕсем малтан уездсенче те пулнă-тăк, каярах — 1928 çулта — вĕсене Шупашкара куçарнă.
1973 çулта тĕп хуламăрта служба йыттисене хатĕрлекен 15 вольерлă питомник тума йышăннă. Вĕсем уголовлă шырав ĕçченĕсемпе республикăн район-хулине те тухса çÿренĕ. 2008 çулта кивĕ питомник вырăнĕнче ШĔМĕн Кинологи çĕнĕ центрне хăпартма тытăннă. Хальхинче 50 йытă валли вырăн хатĕрленĕ. Кунтах ветеринари пункчĕпе апат хатĕрлемелли пÿлĕм те, йытă ĕрчетмелли вырăн та уйăрнă. Центр ĕçне полици подполковникĕ Алексей Попович ертсе пырать.
Паян Чăваш Енре 70 йытă службăра тăрать. Вĕсенчен 40-шĕ — Шупашкарта. Нимĕç тата бельги овчаркисем, спаниельсемпе лабрадорсем нумай преступление уçăмлатас, йĕркене сыхлас ĕçре пулăшаççĕ. Вĕсем патрульпе пост службинче те ăнăçлă çÿреççĕ. Право хуралĕн ĕçченĕсене тăватă ураллă тусĕсем шырав ĕçĕнче те нумай пулăшаççĕ. Саккуна пăснă çынсен йĕрĕ çине ÿкнисĕр пуçне вĕсем сирпĕнекен хатĕрсене, наркотик, çын виллисемпе юлашкисене те тупаççĕ. Çавăнпах саккуна пăснă тĕслĕхсене уçăмлатас ĕçре кинологсен тÿпи те пысăк. Кăçалхи çур çулта çеç вĕсем тĕрлĕ вырăна 2 пин ытла хутчен тухнă, 200 яхăн преступление уçăмлатнă.
Йытăпа ĕçлекенĕн, паллах, пултаруллă пулмалла. Ĕçри тусĕ итлетĕр, мĕн шаннине пурнăçлатăр тесен тĕрлĕ майпа усă курма тивет, тăватă ураллăскерне йăпатма-илĕртме пĕлмелле-çке. Хăйне евĕр психолог ĕçĕ те ку. Çав вăхăтрах унпа пĕр чĕлхе тупмалла.
Паллах, кинологи службинче арçынсем ытларах. Акă Валерий Меженьков йытăсемпе 2005 çултанпах ĕçлет. Хальччен виçĕ йытăпа ĕçлеме тÿр килнĕскерĕн паянхи тусĕ — Эмир. Çулталăкри çурана вĕрентме пуçланă вăл. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ăнланакан пуличчен çулталăк та иртнĕ. Йытăсемпе ĕçлес туртăм салтак пăтти çинĕ чухне вăраннă, шăпах хĕсметре вĕсемпе ĕçлеме хăнăхнă.
— Пĕри лайăх, тепри япăх теме çук йытăсем пирки. Пурте маттур. Кашнин — хăйĕн кăмăлĕ. Сиввĕн пăхнине, итлеменнине ас тумастăп, — тет саккун пăсакана йĕр тăрăх шыраканскер.
Владимир Петров кинологи службинче — 7 çул. Унăн пĕрремĕш йытти — Натали. Паянхи тусĕпе Ханпа виçĕ çула яхăн туслă. Икĕ çул çурăрискерне йышăннă вăл. Мĕн пĕчĕкренех вĕрентме тытăннăскер лекнĕ ăна.
— Чĕрчуна ачаранах юрататăп. Килте те овчарка пурччĕ. Ăна хĕлле кÿлсе те пайтах ярăннă. Йытăсенчен пачах хăрамастăп тесе те калаймастăп. Вĕсенчен темĕн те кĕтме пулать — чĕрчун вĕт. Йытăсемпе ĕçлеме çăмăл мар. Чăтăмлăх кирлĕ. Пĕр-пĕрне хăнăхиччен, ăнланма тытăниччен вăхăт нумай иртет. Ханпа час-часах тухса çÿреме тивет. Йĕр тăрăх такама та шыратпăр. Йытă та ывăнать. Кутăнлашнă чухне унпа калаçатăн, кăмăлне çĕклетĕн. Ĕçе килсенех йытă та мана сăнать. Пусăрăнчăк чухне вăл та салхуланать. Йăпшăнма, йăпăлтатма тытăнать вара. Савăк чухне тÿрех выляма тытăнать. Тепĕр чухне кĕрсе ларатăн та унпа тем пирки те калаçатăн, — палăртать Ханпа вырăсла та, чăвашла та хутшăнакан Владимир Николаевич.
Йытăсемпе хĕрарăм та пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Республикăри кинологи службинче иккĕн вĕсем. Пĕри — Мария Зверева. Кинологи службин центрĕн аслă инспекторĕнче тăрăшаканскер йытăсемпе 2000 çултанпах ĕçлет. Шкул пĕтерсен Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕреннĕ вăл. Химик-технолог студент чухнех кинологсен йышне çакланнă та... Унтах юлнă. Диплом илнĕ тĕле хăйне валли йытă вĕрентсе хатĕрленĕ хĕр. Шупашкара таврăнсан кинологсен службине вырнаçнă.
ШĔМĕн патрульпе пост службинчи Римма Пушкина вара кинолог тивĕçне нумаях пулмасть — 2 çул каялла — çеç пурнăçлама тытăннă. Малтанах ăна опытлă нимĕç овчаркине Астăна шанса панă. Халĕ вара Зверь ятлă йытăпа ĕçлет. Тăватă ураллă тусĕ хуçи хушнине ăнланма тытăниччен нумай тертленме тивнĕ пулин те кăмăлĕ хуçăлман унăн. Акă йăлтах вĕрентĕ те хула урамĕсенчи йĕркене иккĕшĕ пĕрле сыхлама тытăнĕç.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать