«Атте сĕтелĕ лайăхрах»

8 Юпа, 2016

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕлти Терентьевсем тулли карçинккапа çывăхри вăрмантан таврăнатчĕç. «Çакăн чухлĕ кăмпа нихăçан та курман, нÿхрепре банка лартма вырăн юлмарĕ кăçал, чун çавах катана туртать. Ачаран вăрманта ÿснĕрен çĕр айĕнчен мăкăрăлса тухнă «шлепкесене» лайăх паллатăп. Темĕн тĕрлине те — ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, хурăн кăрăçĕ, хыр кăрăçĕ, уплюнкка — пуçтартăм. Типĕтрĕм, тăварларăм, маринадлани те туллиех. Кăмпа вăлчи чылай хатĕрлерĕм. Хĕл хырăмĕ аслă, ĕçтешсене, тăвансене çитеретĕп, кучченеç парса яма та аван», — кăмăллăн калаçать Светлана Васильевна.

Сăмах май, 54 çула çитсен руль умне ларнă вăл. «Машинăсăр питĕ кансĕр, пĕрмай çынна тархасламалла, чарăнура тăрса вăхăта сая ямалла, капла питĕ ансат — «тимĕр урхамах» çине ларатăн та вĕçтеретĕн. Çичĕ çул хушшинче штраф хучĕ пĕрре çеç килсе курнă. Мăшăр юнашар ларса çÿреме хăрамасть, шанать мана, анчах та вăтанни палăрать. Водителе тахçан хăй те вĕреннĕ, çапах та машина пачах кăсăклантармасть ăна», — чунне уçать кил хуçи арăмĕ.

Терентьевсен пахчине тарăнах мар типĕ çырма уйăрса тăрать. Пĕр енĕпе улма-çырла йывăççисем, чечек йăранĕсем пулсан, сăрт тепĕр енче пахчаçимĕç ÿсет. «Кунашкал вырăнта епле пурăнмалла, çырма-çатрара мĕн ÿстермелле?» — тиркешсе тÿрех пăрахса утĕччĕç теприсем. Алексейпе Светлана урам вĕçĕнчи тикĕсех мар çĕре ятарласа суйласа илнĕ. Чăн та, ытармалла мар хитре вĕсен çырмаллă пахчи! Вăрман уçланкине аса илтерет вăл. «Хĕлле уйрăмах лайăх пирĕн патра. Ахальтен мар ĕнтĕ, арăм ачасемпе пĕчĕк чухне пÿрте кĕмесĕр кунĕпех тăвайккинчен ярăнатчĕ, хăш чухне апат пĕçермелли пирки те манса каятчĕ», — шÿтлет кил хуçи. Шупашкарти Трактор тăвакансен заводĕнче электромонтерта 41 çул тăрăшать Светлана Васильевна. Арçын профессине алла илнĕшĕн пĕртте ÿкĕнмест вăл. Килте çутă сÿннĕ-и, кабель татăлнă-и — ĕçе пĕчченех пурнăçлама хăнăхнăскер мăшăр сыпăнтарасса кĕтсе тăмасть. Алексей Васильевич Шупашкарти агрегат заводĕнче, пир-авăр комбинатĕнче, кайран нефтебазăра ĕçлесе пенсие тухнă. Йывăçран чÿрече хашакĕсем, сĕтел-пукан, диван-кравать, кресло, шкап ăсталакана Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче палламан çын çук та пулĕ. Хăйне валли пысăк мастерской хăпартнă вăл. «Ак çакăнта ирттеретĕп куна. Апат та кирлĕ мар мана тепĕр чухне, пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлес килет. Хулара вырнаçнă ывăлсене те хыртан сĕтел ăсталаса патăм, суту-илÿ центрĕсенче мĕн тĕрли кăна çук пуль, анчах та фабрикăра кăларнисене темшĕн килĕштермеççĕ вĕсем. «Атте сĕтелĕ лайăхрах, хваттере хăтлăлатать», — тесе тата хавхалантараççĕ. Килти мĕнпур сĕтел-пукана хам алăпа касса кăларнă эпĕ. Мĕн те пулин çĕнни ăсталасан мăшăр питĕ савăнать. Атте чаплă платник тата тимĕрçĕ пулнă. Юнра ку пирĕн, улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Шăллăм Владимир тимĕрпе ĕçлеме юратать, мана йывăç кирлĕ. Сăмах май, атте те, анне те вăрçăра пулнă пирĕн. Ял-йыш хисеплетчĕ вĕсене. Анне Анна Кузьминична нумай çул кĕçĕн классен учителĕнче тăрăшрĕ. Иккĕшĕ те ылтăн алăллăччĕ», — каласа кăтартать Алексей Васильевич. Пĕр-пĕрне килĕштерсе 41 çул пĕрле пурăнаççĕ Терентьевсем. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе килте кăна мар, ялта та хисеп çĕнсе илнĕ çак мăшăр.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.