Хăйĕншĕн мар, халăхшăн тăрăшнă

8 Окт, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкăри Августина Константинова те хăнасем килессе сиссе, те хулана кайнă мăшăрне кĕтсе сĕтел тулли апат хатĕрленĕ. Çитмĕл саккăрти вăр-вар хĕрарăм шаркку, кукăль, çăкăр пĕçернĕ, тăпăрч юхтарнă. Темиçе тĕрлĕ чей, кофе, канфет, печени, сыр кăларса лартрĕ вăл. «Укçаран татăк пурăнмастпăр. Ывăлсем те сумки-сумкипе кучченеç йăтаççĕ», — кăмăллă калаçать кил хуçи арăмĕ. Ĕмĕрĕпех халăх хушшинче ĕçленĕ вăл. Çавăнпах çын кăмăлне тупма пĕлет.

Библиотекаре вĕреннĕскерне Сĕнтĕрвăрри районне ĕçлеме янă. Ют çĕрте хăтлă туйман вăл хăйне. Тăван тăрăха килес килнĕ унăн. «Эс макăрса кăтарт. Сана, пĕчĕкскерне, хĕрхенĕç», — вĕрентнĕ культура тытăмĕнче тăрăшакансем. Кил çывăхнелле куçармашкăн куççульпех ыйтнă çамрăк библиотекарь. Телее, Шуртавăшра вырăн тупăннă ун валли. Тинех унăн сăнĕ кулăпа çуталнă.

«Килте ĕçлес вырăнне вуласа ларать», — сăмах сарасран çынсем урама тухиччен кĕнекесене хĕве пытаратчĕç», — аса илет Августина Ивановна. Вулав çуртĕнче краççын çутипе ĕçленĕ вăл. Çакăнтах хĕрарăмсене каçсерен çĕлеме вĕрентнĕ. Çавна май шкапри çи-пуçа çĕнетсех тăнă вĕсем.

Каярах Энĕшкасси Кушкă культура çурчĕн директорне вырнаçнă вăр-вар хĕрарăм. Ял халăхĕпе пĕрле спектакль, концерт хатĕрленĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартмашкăн таçта та çитнĕ вырăнти артистсем. «Августина Ивановна, ыран ăçта кайăпăр?» — тĕл пулмассерен кăсăкланнă ял-йыш. Вĕсене кирек ăçта та алă çупса йышăннă.

Пĕр çулхине ялти культура çурчĕсен директорĕсене Мускава семинара пуçтарнă. Августина Ивановнăна та чĕннĕ унта. Малтан çĕршывăн тĕп хулине йышпа каймашкăн калаçса татăлнă вĕсем. Анчах хĕрарăмăн килте ĕç пĕтмест. Çавăнпах Мускава пĕчченех тухса кайма палăртнă вăл. «Малтанхи кун çĕрулми кăлартăмăр, мунча хутса кĕтĕмĕр. Тухса калаçмашкăн çĕрĕпех хатĕрлентĕм», — тет çаврăнăçуллăскер. Раççей Культура министерствине çăмăллăнах шыраса тупнă ял хĕрарăмĕ.

«Çĕрле ĕçленĕрен ыйăх çитми пулчĕ», — ĕç пăрахнин сăлтавне ăнлантарать Августина Константинова.

Унтан совхозра бригадир пулăшуçине çирĕплетнĕ ăна. Халăха хавхалантарас тесе киле таврăнсанах кашнин кулленхи шалăвне шутланă Августина Ивановна. «Кун пеккине хальччен курман», — бригадир пулăшуçине те мухтанă халăх.

Ял канашĕн секретарĕнче те ĕçлесе пăхнă вăл. Пур çĕре те ĕлкĕрекенскерне профком председательне суйланă. Хушма пĕлÿ илмешкĕн Пермь хулине янă ăна. Лайăх вĕреннĕшĕн пурин умĕнче ырлани Августина Ивановнăн асĕнче çырăнса юлнă.

1991 çулчченех партком секретарĕнче ĕçленĕ. «Çынсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. Çав вăхăтрах киле вутă та илсе килмен — «хăйĕншĕн тăрăшать» теесрен хăранă», — пытармасть хĕрарăм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ветерансен канашĕн председателĕнче вăй хунă.

Мăшăрĕпе Леонид Константиновичпа 57 çул пĕрле пурăнаççĕ. Августина Ивановнăн ĕç стажĕ — 43 çул. «Ывăлсем кашни çулах çĕрулми лартма, утă çулма, сурăх çăмĕ касма, пахчаçимĕç тирпейлесе кĕртме пулăшаççĕ», — каласа кăтартать амăшĕ. Череповецран, Королевран тăван тăрăха килсе каймашкăн ним те мар вĕсемшĕн.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.