Вулавăшра - кĕвĕ-çемĕ сехечĕ

Тĕп хулари 3-мĕш музыка шкулĕнче ĕçлекенсем Культура çулталăкĕнче хастарлăха ÿстерни куç умĕнчех. Мероприятисем çине-çинех иртеççĕ. Çак кунсенче вара музыка шкулĕн преподавателĕсемпе унта пĕлÿ илекенсем В.И.Чапаев ячĕллĕ Çемье вулавĕн центрне çитсе килчĕç, вулавăшра Шупашкарти 7-мĕш тата 60-мĕш шкулсенче вĕренекенсем валли музыка сехечĕ йĕркелерĕç.

Теори дисциплинисен преподавателĕ Ирина Уворотова музыкăн кулленхи пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кĕвĕ-çемĕ ăстисем фортепиано, балалайка, сĕрме купăс, баян, аккордеон каларĕç.

3-мĕш музыка шкулĕн преподавателĕсемпе унта вĕренекенсем çавăн пекех 142-мĕш ача садĕнче пулчĕç. Кĕçĕн çулти шăпăрлансене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Надежда СМИРНОВА