Тĕп кăтартусем илĕртеççĕ

2 Утă, 2014

Чăваш Ен тĕп хулинче РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен паха опытне палăртас тата ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе конференци иртни пирки хаçатра çырнăччĕ. Асăннă форума Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова ертсе пычĕ, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Драпеко хутшăнчĕç.

Алла Манилова ун чухне журналистсене çак шухăша пĕлтерчĕ: «Кунашкал конференцисене федерацин кашни округĕнче йĕркелетпĕр. Ячĕшĕн мар, пирĕн пĕр-пĕрне итлемелле, вĕсен ĕçĕсемпе паллашмалла, Культура çулталăкĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама чăрмантаракан сăлтавсене пĕтерме пулăшмалла. Пире паян хăйĕн тараватлă çĕрĕ çинче йышăннăшăн Чăваш Ене тав тăвасшăн. Унăн паха опычĕ пĕчĕк мар. Пĕлтерĕшлĕ икĕ кăтартăвне палăртса хăварнă пулăттăм: пĕрремĕшĕ ĕç укçипе çыхăннă, иккĕмĕшĕ - регион бюджетĕнчен культурăна тивекен укçа-тенкĕ калăпăшĕпе. Эпир Михаил Игнатьева культура тĕлĕшĕпе тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр, мĕншĕн тесен çак кăтартусен енĕпе республикăра пĕтĕмпех йĕркеллĕ».

Рубрика: