Вĕрентÿ
Ăслăлăх аталанăвĕшĕн - çутă ĕнчĕсем
Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕнĕрен тăванла халăх çыннисемпе тĕл пуласси тахçанах йăлана кĕнĕ. Пирĕн пата турккă ăсчахĕсем, çыравçисем, культура ытти ĕçченĕ килнине хăнăхнă пулăм пекех йышăнма пуçларăмăр. Ентешĕмĕрсем те Турцире хăнара пулма килĕштереççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннине филологи наукисен докторĕ Николай Егоров профессор сăмахĕсенчен аван тĕшмĕртме пулать: «Чăвашсене турккăсем тĕрĕк ытти пур халăхĕнчен ытларах юратаççĕ пулас».
Каникулта - кану та кулă!
Клоун, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, хаваслă юрă-ташă, конкурс-вăйă, пылак çимĕç... Çак сăмахсен çыххи сире ача-пăча уявне куç умне кăларма хистерĕ-и? Эппин, сирĕн шухăшлавăр питĕ тĕрĕс аталаннă.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун пулнине пĕлетпĕр. Республикăн кашни кĕтесĕнчех çак праçнике хавхалануллă ирттерме тăрăшрĕç.
Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Виктор Федоров та шăпăрлансем çинчен манмарĕ: уява халалласа ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерме тĕв турĕ. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме ăна А.Александров, А.Васильев предпринимательсем пулăшрĕç.
Юрă-ташăра та, кĕрешÿре те ăста
Н.Петрова Уçырма вăтам шкулĕн пĕрремĕш класне çÿреме пуçласанах вĕрентекен пулас ĕмĕтпе авăрланнă. Татьяна Моисеевна Кузнецова мĕнле калаçни, вулани, хăйне тыткалани пĕчĕк Наташăна çав тери килĕшнĕ, хăйĕн те ун пекех пултаруллă пулас, уроксене интереслĕ ирттерес килнĕ. Ÿсерехпе çутă ĕмĕт çирĕпленсе, вăй илсе пынă.