Чун туртăмĕ хĕмлентерсен

3 Утă, 2014

Ольга Семенова Ямаш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех юрă-ташăпа туслашнă. Уйрăмах ташлама килĕштернĕ. Шкулта пĕр концерт та вăл хутшăнмасăр иртмен. Ÿссен кам пулассине малтанах палăртса хунă. Вăтам пĕлÿ илсен çутă ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕме ыйтса çырать. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен туслă йышне кĕрет.

Студентсен концертĕнче ташлама сатур хĕре электроаппаратура завочĕн Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи асăрхать. Вăл Ольгăна ташă ансамбльне чĕнет. Мĕн вĕренсе пĕтеричченех çак предприятин пултарулăх коллективĕпе пĕрле Чăваш Ен, кÿршĕ республика çыннисене савăнăç кÿрет. Чăваш культурине, йăли-йĕркине аталантарас ĕçе активлă хутшăннăшăн, студентсен строительство отрядĕнче хастар ĕçленĕшĕн Ямаш хĕрне Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Дипломлă специалист пулса тăрсан педагогика ĕçне пуçăнать. Тăван ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать.

Ольга Исааковна шкулта ачасен ташă ансамбльне йĕркелет. Çирĕм çиччĕмĕш çул вăл ачасене вырăс чĕлхипе литературине юратма тата ташлама вĕрентет. Вăл ертсе пынипе çамрăк артистсем районта иртекен пултарулăх фестивалĕсене хутшăнаççĕ, темиçе хутчен малти вырăна йышăннă. Репертуарта ытларах - чăваш ташшисем. Çак сăн ÿкерчĕке ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче тунă. Ансамбль уяв сцени çинче Ямаш тăрăхĕнчи ташша кăтартрĕ.

О.Семенова - аслă категориллĕ специалист, ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.