Вĕрентÿ

18 Авăн, 2014

Вĕренекенсене мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче Раççей шкулĕнчен вĕренсе тухакансем валли экзаменсенче улшăнусем пуласса систернĕччĕ. Чи курăмлисенчен пĕри: ППЭ тытма ирĕк илмешкĕн шкултан вĕренсе тухакансен вырăсла сочинени ăнăçлă çырнă хыççăн кăна май килĕ.

28 Çурла, 2014

Кун йĕркинче - вĕрентÿ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014-2015 çулти вĕренÿ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

28 Çурла, 2014

Садик ÿсĕмĕнчи тавçăрулăх ан çухалтăр тесен...

Йăлана кĕнĕ «августри педканаш» иртнĕ кĕçнерни кун вĕренÿ тытăмĕнчи нумай-нумай ĕçчене пĕр аудиторие пухрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пушă вырăн çукпа пĕрехчĕ. Çулталăкра пĕрре чи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма пухăннă йыш Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн В.Н.Ивановăн докладне тимлĕн тăнларĕ. Конференци темине кура ытларах чăн ăслăлăхсемпе математикăна çине тăрса вĕрентесси çинчен калаçнă май Владимир Николаевич шухăшĕсене тăтăшах пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ.

28 Çурла, 2014

Чăваш наци лицейĕ çĕнĕрен уçăлать

Шупашкар хулин Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕ 20 çул тухăçлă ĕçленĕ хыççăн 2012 çулта вăхăтлăха ĕçлеме чарăнчĕ. Ку çапла пулса иртрĕ. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕ Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицее юсав ĕçĕсем ирттернĕ тапхăрта хупасси пирки йышăну кăларнăччĕ. СанПиНăн 4.32 пункчĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсене вĕренекенсем пур чухне ирттерме юрамасть иккен.

Pages