Комментари хушас

18 Авăн, 2014

Вĕренекенсене мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче Раççей шкулĕнчен вĕренсе тухакансем валли экзаменсенче улшăнусем пуласса систернĕччĕ. Чи курăмлисенчен пĕри: ППЭ тытма ирĕк илмешкĕн шкултан вĕренсе тухакансен вырăсла сочинени ăнăçлă çырнă хыççăн кăна май килĕ.

Çак улшăнăва тĕрĕслеве кĕртме Владимир Путин Президент хушăвĕ-сĕнĕвĕпе йышăнчĕç. Сочинение шкул ачисем экзаменсен тĕп кампанийĕ пуçланиччен, раштав уйăхĕнчех, çырĕç. Тивĕçлĕ хаклав илейменнисем нарăс е ака-çу уйăхĕсенче çыру ĕçне çĕнĕрен пурнăçласа пăхма пултарĕç. Рособрнадзор пĕлтернĕ тăрăх - хевтесĕр е сусăр ачасемшĕн сочинение изложенипе ылмаштарма юрать.

Сочиненипе изложение икĕ тĕрлĕ çеç хаклаççĕ: «шута илнĕ» е «шута илмен». ППЭсене «шута илнĕ» текен хаклавлисен çеç тытма ирĕк пур.

Пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш çакнашкал темăсене суйласа илнĕ: «Недаром помнит вся Россия...» /М.Ю.Лермонтовăн 200 çулхи юбилейĕ тĕлне/, «Вопросы, заданные человечеству войной», «Человек и природа в отечественной мировой литературе», «Спор поколений: вместе и врозь», «Чем живы люди?»

Ку таранччен вырăс чĕлхипе ППЭ тытнă чухне кĕске шухăшлав-эссе çыраканччĕ. Кунашкал ĕçе те хальлĕхе сыхласа хăварнă. Çак предметпа экзаменра хурава суйласа илмелли заданисен пайĕ малашне пулмĕ. Сăмах май, çакнашкал ĕçсен калăпăшĕ ытти предметсен экзаменĕнче те пĕчĕкленĕ. Рособрнадзор çирĕппĕнех палăртать: тест заданийĕсем пулмасан та экзаменсен кăткăслăх шайĕ чакмĕ.

2013 çулта РФ математика вĕренĕвне аталантармалли концепци йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн çак предметпа ППЭ икĕ пая уйрăлĕ: никĕс тата профиль шайсем пулĕç. Экзамена иккĕллĕ тыттарассипе кашни регион хăй тĕллĕн йышăну тăвать. Вăтам шкултан вĕренсе тухакана аттестат илмешкĕн асăннă предметпа никĕс шайра экзамен тытни те çителĕклĕ. Урăхла калас тăк - «пурнăçра кирлĕ чухлĕ» пĕлсен...

Аслă вĕренÿ заведенине кĕмелли экзаменсен йышĕнче математика пур тăк никĕс шайри пĕлĕве çирĕплетни кăна сахал. Абитуриент профиль ППЭне тытма тивĕç. Кăткăслăх енчен вăл 2014 çулта вĕренсе тухакансем валли çирĕплетнĕ тĕслĕхпе тан пулĕ.

Ют чĕлхепе экзамен парасси еплерех йĕркеленĕ? Çакнашкал тĕрĕслеве хутшăнакансен малашне çыру ĕçĕпе кăна çырлахма май килмĕ, хăйсем калаçма еплерех пĕлнине те кăтартмалла пулĕ. Хальлĕхе сăмах вĕççĕн хуравламалли ĕçсене пурнăçласси - выпускникăн ирĕкĕпе. Апла пулин те нумай балл пухас тĕллевлисен ку пайран пăрăнма май килмĕ.

ППЭ тĕрĕслев-виçев материалĕсене 2015 çулта заданисен уçă банкĕнчен те кĕртĕç. Вăл банка Педагогика виçевĕсен федераци институчĕн сайчĕ урлă кĕме май пулĕ. Рособрнадзор çакна та пĕлтерет: Раççейри кашни вăхăт поясĕ валли тĕрĕслев-виçев материалĕсен хăйĕн пуххине хатĕрлĕç. Çапла вара выпускниксен урăх поясра пурăнакан тантăшĕсен заданийĕсемпе усă курма май килмĕ.

Çĕнĕ йĕркепе ППЭ малтанхилле виçĕ тапхăрпа иртмĕ. 2015 çулта шкулпа сыв пуллашакансем те, вăтам пĕлÿ маларах илнисем те ППЭсене ака-çĕртме уйăхĕсенче тытĕç. Вырăс чĕлхипе, математикăпа - пăрăнми /обязательнăй/ экзаменсем. Суйласа илмелли предметсене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетмелле.

Хăш-пĕр предметпа экзамен тытассине ăна вĕренсе пĕтерсенех йĕркелеме май пур. Акă, тĕслĕхрен, географипе - 10 класс пĕтерсен.

2014 çулхи экзамен кампанийĕн тĕллевĕ - тĕрĕслев май пур таран «тăрă» пултăр тени - килес çул та вăйра юлĕ. Видеосăнавпа экзамен иртекен кашни пункта тивĕçтерĕç, онлайн тытăмĕпе сăнав пыракан пÿлĕмсем йышланĕç.

Ирина ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.