Вĕрентÿ

4 Пуш, 2014

Пурăнмалли кĕтес, кивĕ доска, "сывă мар" ачасем...

Республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче юлашки çулсенче çамрăк специалистсем сахал пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шкулсенче вĕрентекенсен 3 процентне кăна йышăнаççĕ вĕсем. Çапах та çамрăк ăрăва пурнăçпа тан аталанма вăй питти, çаврăнăçуллă, шухăша хăвăртах ĕçе кĕртме пултаракан маттурсем кирли куç кĕрет.

Вĕсене, мал курăмлă çамрăксене, шкула мĕнле илĕртмелле? Çакăн тупсăмне шыраса Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИре "çавра сĕтеле" хутшăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.

4 Пуш, 2014

Хăтлăх, тарăн пĕлÿ, çынлăх - пĕр тĕвĕре

Карăклă вăтам шкулне пырса кĕнĕ май ача чухне вĕреннĕ сăвă аса килчĕ:"Ял вĕçĕнче, тÿремре капăр пысăк шкул ларать..." Шурă кирпĕчрен купаланăскер таçтанах курăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче хута кайнă пулин те тĕксĕмленмен-ха.

4 Нарăс, 2014

Лицей шăпи калаçтарать

2012 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕ 490-мĕш хушу кăларчĕ. Юсав ĕçĕсем тăватпăр тесе Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейне вăхăтлăха ĕçлеме чарчĕç. Лицейра вĕренекен 380 ачаран 200-ĕшне ял шкулĕсене ăсатрĕç, 100 яхăн ача хула шкулĕсенче вĕренме юлчĕ. 1963 çулта тунă лицей çурчĕсене тахçантанпах тĕплĕ юсаман. Вĕсене хăтламалла тенипе эпир килĕшетпĕр. Лицей ĕçлеме чарăннăранпа кĕçех 2 çул çитет. Сĕтел-пукана общежитисенчен тахçанах кăларса хунă. Шкул класĕсенчи компьютерсене пĕлтĕр çулла урăх çĕре илсе тухса кайнă.

Pages