Комментари хушас

4 Нарăс, 2014

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Вăрмар районĕнчи Тикаш тулли мар вăтам шкулĕнче пулса курнă хыççăн шăпах çак сăмахсем пуçа килчĕç. Çурчĕ пĕчĕк мар-ха: икĕ хутлă, кирпĕчрен. Самана нуши /ял çамрăк çемьесем тĕлĕшпе чухăнлансах пыни, ача шучĕ чакни/ кунта та хăйĕн хÿрипе килсе перĕннĕрен вунă-вун пилĕк çул каялла кĕрлесе тăнă пĕлÿ çурчĕ паян йышĕпе мухтанаймасть. Апла пулин те хăйĕн çирĕпленнĕ йăлисене тытса пыни, мал ĕмĕтпе пурăнни кунта алăкранах туйăнать. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи вĕренÿ учрежденийĕнче час-час пулма тÿр килет те - танлаштарма май пур: Тикаш шкулĕн коллективĕ - аслисем те, кĕçĕннисем те - чăнахах туслă. Пĕр-пĕрне пулăшма, хÿтĕлеме васкани тÿрех курăнать.

Голландирен те хăнана килнĕ

«Ушкăнра - вăй, - терĕ манăн сăмахсене çирĕплетсе директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Анатольевич Тимофеев. - Вĕрентекенсен, шкул ачисен пултарулăхĕ пирки калаçас тăк чылай пуçарăва пысăк йышпа хутшăннине палăртмалла. Уйрăмах спорт мероприятийĕсене хавхаланса çÿретпĕр. Сăмахран, вĕрентекенсем волейболла выляма, йĕлтĕрпе чупма, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртма çÿреççĕ. Кĕлеткене бассейнра ишсе пиçĕхтерме те килĕштеретпĕр. Надежда Ульянова, Николай Тимофеев, Татьяна Иванова, Джемма Белова, Людмила Иванова - спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнакансем».

Вăрмарсем спортпа чăнахах туслине пĕлетĕп: ку тăрăхран паллă спортсмен чылаййăн тухни витĕм кÿрет-ши? Тикашсен вара хăйсен ырă тĕслĕхĕ пур: хăй суйланă профессие çав тери юратакан, сиенлĕ йăласемпе нихăçан та айкашман Олег Мефодьев физкультурник. Хастар вĕрентекен районта иртекен кашни спорт мероприятине çынсене илĕртме пĕлет. Вăл - «Çулталăк вĕрентекенĕ-2013» конкурсăн районти лауреачĕ те.

Анчах шкул общество пурнăçĕн пур тытăмĕнче те хастар пулма тăрăшать. Ачасен аслă тусĕ /вожатăй/ Людмила Иванова, çак шкултах вĕреннĕскер, çул çитменнисене мĕнле кăна мероприятие явăçтармасть-ши! Хĕрлĕ Çырта çуралса ÿснĕ вăл, вăтам шкул хыççăн ЧПУра хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Ачаранпах тăван тавралăха килĕштерекене шăпи кунтах илсе çитернĕ: Людмила Витальевна Тикаша качча тухнă. Тавра пĕлÿ урокĕсене çитĕнекен ăрушăн кăсăклă ирттерме тăрăшать вăл.

- Пирĕн вĕрентекенсен хушшинче пултаруллă çынсем йышлă. Хăйсем суйланă предметпа лайăх специалист пулни - пĕрре, чун киленĕçĕ те кашнин хăйне евĕр. Акă Надежда Михайловна Ульяновăна илер. Çулла тепре килĕр-ха, вĕсем патне - ятарласах. Мĕнле кăна пахча çимĕç, ÿсен-тăран çук-ши вĕсен хушма хуçалăхĕнче. Мăшăрĕ - фермер - Голландири пуçаруллă çĕр ĕçченĕсемпе туслашнă та - инçетри хăнасемпе тăтăш çыхăну тытаççĕ. Иртнĕ çулла хайхискерсем килсе те кайнăччĕ. Ун чухне шкулта чăн-чăн уяв ирттертĕмĕр. Ачасем ют çĕр-шыв çыннисем киличчен ятарласа акăлчан чĕлхине тĕплĕнрех вĕренчĕç. Пĕр сăмахпа, Чăваш Ен чиккинче пурăнатпăр та тĕнчерен уйрăлса кайнă тесе ан шухăшлăр - кичемленсе-мăкланса лармастпăр, - Людмила Витальевнăн çуталса тăракан сăнĕ вăл тĕрĕссинех каланине çирĕплетет.

 

Тикашри «Уляндина»

Тикашсен хăйсен Уляндини пур. Пиллĕкмĕш класра ăс пухакан Света Черновăпа паллашсан унра чăн-чăн артист пултарулăхĕ пытаннине асăрхарăм. Çук, хăйне «çăлтăрла» ирĕклĕ тытнăран мар. Пач урăхла - сăпайлă хĕр ача хăйне килĕшÿллĕ тыткалама пĕлнĕрен тата... «Эсĕ хитре юрлатăн тенине илтрĕм. Мана та пĕр çавра юрласа кăтартмăн-ши?» - ыйтрăм хĕр пĕрчирен. Килĕшрĕ. Чăвашсен çепĕççĕн янăракан «Илемлĕ» хайлавне кĕвĕпе сăмах кашни шайлашăвне шута илсе хитрен шăрантарчĕ. Акă вăл талант! Музыка ятарлă пĕлĕвне те илмест вĕренекен - турă панă ăсталăхĕпе, хăйĕн ăнкарулăхĕпе чăн илем çуратать!

«Мĕн çинчен-ха çак юрă?» - хăпмастăп хĕр ачаран. «Чăваш халăхĕ çинчен, вăл пирĕншĕн чи хакли пулни çинчен», - урокри пекех хуравлать маттурскер. Сăмах май, тăван чĕлхе тата вырăс чĕлхи урокĕсем уншăн чи килĕшекеннисем иккен. Тата, паллах, юрламалли хăнăхусем.

Вĕренÿ тытăмĕнчи тÿресем хушма вĕренÿ пирки çивĕч калаçаççĕ. Паллах, районсенчи шкулсенчен чылайăшĕнче çакăн валли пурлăх никĕсĕ чухăнрах. Ачасен интересĕсемпе пĕлÿ парассине пĕлтерĕшлĕ вырăн уйăратпăр пулсан ун валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянас пирки те тимлĕхе вăйлатмалли куç кĕрет. Ыйтăва кирлĕ пек татса пани шăпах Светлана Чернова пек пуçаруллă ачасен аталанас çулне уçса парĕччĕ те.


Ирина ПУШКИНА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.