Ăслăлăх аталанăвĕшĕн - çутă ĕнчĕсем
Вĕрентÿ

Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕнĕрен тăванла халăх çыннисемпе тĕл пуласси тахçанах йăлана кĕнĕ. Пирĕн пата турккă ăсчахĕсем, çыравçисем, культура ытти ĕçченĕ килнине хăнăхнă пулăм пекех йышăнма пуçларăмăр. Ентешĕмĕрсем те Турцире хăнара пулма килĕштереççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннине филологи наукисен докторĕ Николай Егоров профессор сăмахĕсенчен аван тĕшмĕртме пулать: «Чăвашсене турккăсем тĕрĕк ытти пур халăхĕнчен ытларах юратаççĕ пулас».

Тăван чĕлхе пирки çунатланса çырма пикентĕм-ха та... Шел, вăл хăвăрт çухалса пырать. Тĕнчери глобализаци тапхăрĕ йăхташăмăрсене вырăсланма тата та васкатать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чи илемлĕ те çепĕç чĕлхесенчен пĕри тетпĕр те - курса-пĕлсе тăрсах ăна çухатăпăр-и? «Унăн шăпишĕн пăшăрханатпăр пулсан паян ĕçлесе, тĕпчесе ĕлкĕрмелле. Халĕччен те «уçман çеремсем» нумай-ха пуян чĕлхемĕрте», - тĕллев лартать çÿлерех асăннă паллă ăсчахăмăр.

Чăвашсем пирки каламăп, вăт турккă ăсчахĕсем пирĕн чĕлхене тĕпчеме юратни тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. Республика кунĕ умĕн хĕвеллĕ çак çĕр-шывран Чăваш Ен ăслăлăх тĕнчишĕн чăн чаплă икĕ хăна килсе çитрĕ: Фейзи Эрсой тата Эмине Йылмаз. Вĕсем Турцире чăваш чĕлхишĕн, литературишĕн пĕлтерĕшлĕ черетлĕ ĕçĕсене пичетлесе кăларнă.

Фейзи - «Чăваш Улăп халапĕсене», Эмине вара «Нарспи» поэмăна турккăлла куçарнă.

- Чăваш чĕлхи - асамлă чĕлхе. 90-мĕш çулсенче пирĕн университета чăвашсем килсен вĕсем калаçнине тимлĕ тăнларăм. Хама юмах тĕнчине лекнĕнех туйрăм. Акă ăçтан пуçланчĕ юратăвăм. Пурăна киле Турцире чăваш чĕлхипе хÿтĕленнĕ наука пĕрремĕш докторĕ пулса тăтăм. Хамăн диссертацие хатĕрленĕ чухне чăваш чĕлхи çинчен акăлчанла, турккăлла çырнă ĕçсемпе усă куртăм. Вырăсла пĕлменни мана тĕпчев ĕçĕнче чăрмав кÿрет. Ку çул çÿрев хыççăн вырăсла та вĕренессе шанатăп, - чăн чăвашла калаçрĕ çÿлерех асăннă кĕнекесен Шупашкарта, Чăваш наци библиотекинче иртнĕ презентацийĕнче Эмине Йылмаз.

Чăваш чĕлхинче Алтай чĕлхисен сĕмĕ те палăрнине, çавăнпа пирĕн калаçу-çыру ытти тĕрĕксеннипе танлаштарсан чылай уйрăлса тăнине те тĕпчеме ĕлкĕрнĕ маттур хĕрарăм халĕ хăй вĕрентекен университетра чăваш чĕлхипе те пĕлÿ парать. Хăйĕнпе пĕрле Эмине видеодиск илсе килнĕ. Унта Турци студенчĕсем чăвашла юрланине /Любовь Мартьянова сăввипе çырнă «Чечек акрăм та...» юрра/ ÿкернĕ. Чĕрене кăтăклантарса хĕпĕртеттерекен сюжет...

Мĕншĕн шăпах Константин Ивановăн «Нарспине» куçарма шухăшланă-ха ăсчах? Хурав уçăмлă та ансат: «Уроксенче чи анлă усă куракан текст. Ăнланман çыншăн та тĕлĕнмелле илемлĕн янăраканскер...»

Фейзи Эрсой Чăваш Еншĕн «ют çын» мар. Турккă каччи хăй вăхăтĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Унпа çыхăннă шÿтлĕ самантсене халĕ те ас тăваççĕ тусĕсем. Чăваш чĕлхине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе çунатланнăскер Шупашкар лавккисене кĕрсен мĕн кирлине чăвашла ыйтма хăтланнă. «Вырăсланнă» сутуçăсем вара: «Ху япшар тăхăннă-çке, калаймастăн-им вырăсла?», - текеленĕ мăкăртатса.

- 15 çул иртрĕ Чăваш Енрен тăван ене таврăннăранпа. Акă эпĕ каллех ăшă çак кĕтесе лекрĕм. Кунта манăн лайăх туссем пур. Информаци технологийĕсем аталаннă май юлташăмсемпе çыхăну çĕнĕрен вăй илчĕ. Халĕ эпĕ Чăваш Ен пирки Интернетра вуласах тăратăп.

Турцире чăваш чĕлхипе кăсăкланакан чылай, бакалавриатра та чăвашла вĕрентеççĕ. Малтанах чăваш чĕлхи кăткăс пек, тÿр килÿсене курма хăнăхатăн та - çăмăлах. Паянхи студентсене, аспирантсене вĕренме ансатрах: эпир çырнă кĕнекесем нумай пулăшаççĕ, - таса та илемлĕ Эрсойăн чăвашла пуплевĕ.

Ăсчах пире, чăвашсене, чăннипех тăван пек йышăнни вăл хăйĕн калаçăвĕн вĕçĕнче асăнса хăварни те çирĕплетрĕ: «Çемьеллĕ эпĕ. 8 çулти хĕрĕм пур. Вăл Атăл ятлă. Сире салам каласа ячĕ».

Чăвашлăха упрама, пирĕн халăхăн пуянлăхне килес ăрусем валли Тăван çĕр-шывра кăна мар, тĕнчен аякри кĕтесĕнче те сыхласа хăварма ăнтăлакан çак çынсене çутă, йăлтăркка ĕнчĕпе танлаштармалла-тăр. Эмине чăваш ваттисен сăмахĕсене тĕпчесе уйрăм кĕнеке кăларни, Эрсой тупмалли юмахсене халалласа тĕпчев ĕçĕ çырни чăваш ăсчахĕсене, культурăпа çыхăннă тытăмра ĕçлекенсене, студентсене, вĕренекенсене халăхăмăршăн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ утăмсем тума хавхалантартăрччĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.