Культура

21 Кăрлач, 2014

Кĕтнĕ вăхăт тинех çитрĕ

Кăрлачăн 17-мĕшĕнче эрне кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Енре Культура çулталăкĕ уçăлнă май савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пысăк çак пулăма республика культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ: театрăн иккĕмĕш хутĕнчи фойере курав экспозицийĕсем хатĕрленĕ, презентацисем йĕркеленĕ.

11 Кăрлач, 2014

Çĕр пин юрă пурах-ши?

Юрăллă-кĕвĕллĕ, ташăллă, такмаклă Çĕнĕ çул уявĕ те, Раштав та хыçа юлчĕç. Анчах хальхи вăхăтра чăнласах юрăллах-ши вĕсем? Е ĕçкĕ-çикĕллĕ кăна-ши? Çак ыйтусем тавра сăмах пуçарассăм килет паян. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче ачасен ăлкинче пулма тÿр килчĕ. Халĕ ăна пирĕн вăхăтри /иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсем/ пек шкулта ирттермеççĕ, хулари культура керменĕсенче е кафесенче йĕркелеççĕ. Çакна пушар тухасран сыхланнипе сăлтавлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ пире хапăл пулчĕ. Кунта кашни кунах уйрăм пĕлÿ çурчĕ валли ăлка пулать.

11 Кăрлач, 2014

Пысăк пархатар

Ваçкă Романовăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскере кукашшĕпе мăн аккăшĕ пăхса ÿстернĕ. Тăнлă пуçлăскер Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти шкул хыççăн малалла пĕлÿ илме тантăшĕсемпе тăватă çухрăмри Уравăша çÿренĕ. Пурнăç çулне суйласси ăнсăртран килмен. Вĕсен анкарти хыçĕнче патшалăхăн сортсене тĕрĕслекен сăнав участокĕ вырнаçнă. Агрономсен ушкăнне ертсе пыракан Алексей Ушмарин хăйсем патне час-часах пыракан, ыйтса пĕлме юратакан çамрăка кăмăлланă. Алексей Иванович ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕме сĕннĕ, агрономи наукин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

21 Раштав, 2013

Ӳнер искусствине çĕклесчĕ

Шупашкарти К.Иванов урамĕнче вырнаçнă ӳнер фондĕнче Пĕтĕм Раççейри II «Декораципе хушма искусство - хальхи тĕнчере» конкурс-фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Унта ятарлă вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳ илекенсем, аслă шкулсен студенчĕсем, ӳнер предмечĕсен преподавателĕсем, хăй тĕллĕн ĕçлекен авторсем хутшăнчĕç. Мероприятие йĕркелекенсем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ӳнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультечĕн преподавателĕсем Н.Смирнова тата С.Гайнутдинова.

Pages